Комсомольский муниципальный округ

Лару иртнĕ

Декабрĕн 13-мĕшĕнче районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта район прокурорĕн пулăшаканĕ О.Васильева та хутшăннă. Ларура административлă право йĕркине пăснă пирки 4 ĕç пăхса тухнă. Транспорт хатĕрĕпе правасăр çÿренĕшĕн çул çитмен пĕр ачана 5 пин тенкĕлĕх штраф панă. Икĕ протокола пăхса тухассине вăхăтлăха хăварнă, пĕр протокола йĕркене пăсни çук тесе пăрахăçланă.

Çавăн пекех ларура çул çитменнисем хушшинче преступлени шайĕ ÿснине, вĕсене хирĕç тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем пурнăçланине тата ытти ыйтусене те тĕплĕн тишкернĕ, кирлĕ йышăнусем тунă. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси секретарĕ Л.Пушкина федераци саккунне кĕртнĕ хăш-пĕр улшăнусем çинче чарăнса тăнă.

(ХАМĂР ИНФ.).



"Каçал Ен"
18 декабря 2013
16:02
Поделиться