Анлă канашлу иртнĕ
Иртнĕ кунсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ М.Бабичпа Раççей финанс министрĕ А.Силуанов ертсе пынипе Хусанта Атăлçи федераци округĕн регионти бюджетсем хушшинчи ыйтусене аталантарас пирки тата ытти ыйтусемпе канашлу ирттернĕ.
Унта Чăваш Республикин финанс министрĕ М.Ноздряков та хутшăннă. Сăмах май, Атăлçи федераци округĕнче Чăваш Ен кăçалхи ноябрĕн тата декабрĕн 1-мĕшĕсем тĕлне тупăшсем тăкаксенчен ытларах пулнă 3 регион шутĕнче (Тутарстан Республики, Самар облаçĕ).
Республикăн ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх умĕнчи парăмĕ 7 531,6 млн тенкĕпе танлашнă. Çулталăк пуçланнă чухнехипе танлаштарсан республикăн парăмĕ 2676,9 млн тенкĕ чакнă.
Чăваш Республикинче экономика аталанăвне лайăхлатас енĕпе рынокăн тĕрлĕ инструменчĕсемпе усă кураççĕ. Акă, 2011 çулта Чăваш Ен патшалăх облигацийĕсене фонд рынокне вырнаçтарнă. Паянхи кун унта Чăваш Республикин патшалăх хаклă хучĕсем 3500 млн тенкĕлĕх пур.