Комсомольский муниципальный округ

Штрафсене вăхăтра тÿлемелле

Иртнĕ кунсенче ГИБДД ĕçченĕсем район территорийĕнче «Пешеход. Пешеходный переход» операци йĕркелерĕç. Виçĕ кун хушшинче пакунлă çынсем рейдсем, тĕл пулусем тата ытти мероприятисем ирттерчĕç. Çак тапхăрта вĕсем административлă 15 протокол çырса айăплисене явап тыттарчĕç. Штрафсене вăхăтра тÿлеменнишĕн юлашки тапхăрта яваплăха ÿстерчĕç. Раççей Федерацийĕн Административлă кодексĕн 20.25 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн штраф тÿлессинчен пăрăнаканран унăн виçине тата икĕ хут ытларах шыраса илеççĕ. Чи пĕчĕк штраф виçи 1 пин тенкĕрен кая пулмасть. Çавăн пекех ку айăпшăн 15 талăка арестлеме е 50 сехет таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме пулать.

Раççей Федерацийĕн Административлă кодексĕн 32.2 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн водителĕн штрафа айăплав саккунлă вăя кĕнĕ хыççăн 60 кун хушшинче тÿлесе татмалла. Йышăну çырнă хыççăн 10 кунран вăя кĕрет. Калăпăр, çул çинче ГИБДД инспекторĕ водитель çине штраф хунă пирки йышăну кăларать (е çак йышăнăва суд тусан та) штрафа тÿлесе татмалли тапхăр 70 кунпа танлашать.

Асăннă тапхăр вăхăтĕнче штраф тÿлени саккуна пăсни пулмасть. Çав вăхăт иртнĕ хыççăн ГИБДД уйрăмĕнче штрафа тÿленине çирĕплетекен информаци çук пулсан, пакунлă çынсем штрафа шыраса илме суд приставĕсем патне ярса параççĕ. Çапла майпа вăхăтра тÿлеменни РФ Административлă кодексĕн 20.25 статйине пăснине çирĕплетет. Çакăн хыççăн вара штрафа тÿлесен те каçармаççĕ, материал пуçтарса миравай судья патне ярса параççĕ.

Р.ХУСНЕТДИНОВА.



"Каçал Ен"
25 декабря 2013
11:28
Поделиться