Юрă-ташăпа савăк кăмăл парнеленĕ
Пирĕн район талантлă, пултаруллă çынсемпе пуян пулнă, пулать те. Юрра-ташша кăмăллакансем уйрăмах йышлă. Пĕр-пĕр яваплă ĕçре ĕçлет-и çын е тивĕçлĕ канăва тухнă — художество пултарулăх кирек хăш коллективне те çÿреме пултарать.
Декабрĕн 17-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче çавăн пек ăстасене курса ĕненме май пулнă. Вырăс тата чăваш халăх юррисем — шÿтлисем, хурлăхлисем, савăнăçлисем — юхнă та юхнă залра, илемлĕ кĕвĕ-çемĕ пухăннисен чун-чĕрисене тыткăнланă. Сăмах май, юрă-ташă ăстисем йăлана кĕнĕ тăрăх отчетлă концерт кашни çулах кăтартаççĕ.
Халĕ те икĕ сехете яхăн пынă концертра артистсем чи лайăх 30 ытла номерпе залра ларакансене паллаштарнă. Концерта «Саламлатпăр» юрăпа культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем пуçланă.
Программăна Лариса Носовăпа Нина Антонова ертсе пынă.
Концерта пухăннисем «Кубняночка» вокал ансамблĕ шăрантарнă «Сад янăрать», «Юрăçсем», «Уçланкăри палан», «Ах, савни» тата ытти юрăсем хыççăн тăвăллăн алă çупса тав тунă.
Куракансене Валерий Ванюркин, Зарина, Петр Баринов, Марина Волкова, Галинăпа Михаил Буслаевсем пултарулăхĕпе савăнтарнă. Çавăн пекех Лариса Носова Хирти Выçли каччи Николай Алексеев çырнă «Эпĕ — пĕр-пĕччен» юррипе куракансен чĕрисене тыткăнланă.
Концертра çавăн пекех «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ те ăсталăхне кăтартнă. «Юрăçсем хуларисенчен пĕрре те кая мар. Сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пек тытаççĕ. Маттур!» — хак панă куракансем. Çапла, паянхи кун районти культурăпа кану центрĕн ĕçче-нĕсем халăхăн культурине, йăли-йĕркине аталантарас, çуралса ÿснĕ кĕтесĕмĕре хаклама вĕрентес, канăва усăллă ирттерес тесе çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Вĕсем йĕркеленĕ концерт та çакна çирĕплетет.
М.ИЛЛАРИОНОВА.