Конкурсра палăрнă
«Çут çанталăк тата ачасем — пĕр планета çинче» пултарулăх конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта республикăри районсенчен 2170 ача хутшăннă. Конкурса тăратнă ĕçсене «Присурский» заповедник сотрудникĕсем, ЧР экологи дружинин членĕсем, «Эткер» центр методисчĕсем хакланă, çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Çак конкурса пирĕн районти чылай шăпăрлан хутшăнчĕ. «Пилеш» ача садне çÿрекенсем те хастарлăхпа палăрчĕç. Хĕрÿ тупăшура «Я привел планету в порядок» номинацире Валерия Галкина 2-мĕш вырăна, «Удивительные встречи» номинацире Александра Мамуткина лауреат ятне тивĕçрĕç. 11 участника сертификатпа чысларĕç. Вĕсене малашне те ăнăçу сунатпăр.
Г.ИВАНОВА
"Каçал Ен"