Комсомольский муниципальный округ

Малтанхи утăмсем

1939 çул. Январĕн 4-мĕшĕнче Йĕпреç районĕн райĕçтăвком президиумĕ Каçал (Кошелеевский) районне туса хума йышăннă. Ун хыççăн граждансен пухăвĕсен йышăнăвĕсемпе Анат Тимĕрчкасси ял Советне — Анат тата Тури Тимĕрчкасси, Хирти Мăрат ял Советне — Хирти Мăрат, Хирти Выçли, Хирти Явăш ял Советне — Хирти Явăш, Элпуç, Аслă Чурачăк ял Советне — Аслă Чурачăк тата Вăрманхĕрри, Хырхĕрри ял Советне — Хурнай, Хырхĕрри, Кĕтне Пасар, Асанкасси ял Советне — Асанкасси, Тăманлă Выçли ял Советне Тăманлă Выçли ялĕсене кĕртес тенĕ. Çĕнĕ Мăрат ял Советне кĕрекен ялсене — Çĕнĕ Мăрата, Вутлана, Тукая — тин çеç йĕркеленнĕ Комсомольски районне кĕртнĕ.

Январĕн 5-мĕшĕнче райком секретарĕсен республикăри канашлăвĕнче Патăрьелĕнчи райком секретарĕ Каçала Комсомольски районĕ ят парас тесе сĕнÿ панă. Каярах çакна районти суйлавçăсен пухăвĕнче те ырланă. Март уйăхĕнче Комсомольски райĕçтăвкомĕ ветеринари амбулаторийĕ туса хума йышăну кăларнă. Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче фельдшер пункчĕ хута кайнă. Çак вăхăтрах район центрне çĕнĕ сăн кĕртес, илемлетес енĕ-пе чылай ыйтăва хускатнă. Çавăнпах çĕнĕ çуртсем хăпартма «Большевик» колхоз çĕрне усă курма йышăннă.

Июнь уйăхĕнче вара районта черепица кăларакан завод тума пуçланă, унăн начальникĕ пулма Павел Кузьмич Смирнова шаннă. Çавăн пекех çак уйăхра перепиçе пĕтĕмлетнĕ. Районта пурĕ 69 арман пулнă, вĕсенчен 55-шĕ — çил арманĕ, 14-шĕ — механизациленĕ тата шыв арманĕсем пулнă. 1938 çулта вăл армансенче пурĕ 33668 центнер тырă авăртнă. Çак ĕçе тĕплĕн пурнăçлама вара армансем лайăх ĕçлени кирлĕ пулнă. Çавăнпа та вĕсене çине тăрсах реконструкцилемелле пулнă. Вăл вăхăтра районта строительство материалĕсемпе тăм савăт-сапа хатĕрлекен «КИМ» артель ăнăçлă ĕçленĕ. 1938 çулта 622800 хĕртнĕ кирпĕч, 202000 чĕрĕ кирпĕч, 27900 хĕртнĕ черепица, 36000 чĕрĕ черепица çапса кăларнă, 19168 литр тăм сăват-сапа хатĕрленĕ. Вăл вăхăтри хаксемпе хатĕр продукцие пурĕ 106980 тенкĕлĕх сутнă. Çак артельте 109 çын тăрăшнă. Июль уйăхĕнче ЧАССР Халăх комиссарĕсен совечĕ ырă тĕслĕх кăтартакан учительсене: Ю.А.Коноваловăпа А.М.Матвеевăна укçан преми парса хавхалантарма йышăннă. Ялсенче хутла пĕлмен çынсене вĕрентесси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Анчах та хăш-пĕр ял Совечĕсенче вĕренес текенсем сахал пулнă. Асра юлмалли самантсенчен пĕри вăл — сентябрь уйăхĕнче Урмаелĕнчи «Янга-Турмыш» колхоз членĕсем пуху ирттерни. Унта районта аэродром тăвас ыйтăва пăхса тухнă, çакна валли 36 гектар çĕр уйăрма йышăннă.

«Летопись села Комсомольское и населенных пунктов Комсомольского района ЧР» кĕнекепе усă курса А.Ефремова хатĕрленĕ.



"Каçал Ен"
28 декабря 2013
11:37
Поделиться