Яланах пĕрле пулар
Вăхăт калама çук хăвăрт иртет. Акă, тепĕр çул та вĕçленет. Çавна май çулталăка пĕтĕмлетме те вăхăт. Çак тапхăрта пирĕнпе пĕрле пулнăшăн тав тăватпăр сире, хисеплĕ вулаканăмăрсем. Редакцие районта пурăнакансенчен тăтăшах çырусем килеççĕ.
83 çула яхăн тухса тăракан район хаçатне юратса вуланишĕн, ăна чăтăмсăррăн кĕтнишĕн чунтан хĕпĕртетпĕр. Эппин, «Каçал ен» — çынсемшĕн хаклă та кĕтнĕ хăна. Ăна тус-юлташ вырăнне хуни те хаçат ĕçченĕсен чун-чĕрине савăк кăмăл парнелет. Çĕлен çулĕнче пирĕнпе çыхăну тытнă авторсене ят-хушаматран палăртса тав тăватпăр. Ревокат Моисеев, Василий Гаврилов (Комсомольски), Геннадий Уткин (Шупашкар), Анатолий Агафонов (Элпуç), Павел Зайцев (Йăлмахва), Зоя Счетчикова (Комсомольски), Зоя Седова (Комсомольски), Анна Ежергина (Тури Тимĕрчкасси), Марионелла Тимофеева-Мария Каçалсем (Хирти Мăнтăр), Галина Новикова (Çĕнĕ Кипеç), Алевтина Волкова (Комсомольски), Зинаида Соловьева (Комсомольски), Светлана Родионова (Хырай Ĕнел), Елена Яндрова (Асанкасси), Роза Розова (Элпуç), Вениамин Белков (Вăрманхĕрри Чурачăк), Василий Пундяков (Комсомольски), Мария Пильщикова, Лариса Кузнецова (Нĕркеç), Юрий Гаврилов (Аслă Чурачăк), Галина Молокова, Алевтина Исаева (Тутарстан Республики), Василий Шакаев (Комсомольски) тата ыттисем те туслă çыхăну тытрĕç. Вĕсен çырăвĕсем пирĕн хаçата пуянрах, тарăн шухăшлăрах, интереслĕрех тума пулăшрĕç. Алевтина Дмитриеван (Янкасси) «Виççе пайланнă ĕмĕр» калавне вулакансем юратса вуларĕç.
Хаклă çыннăмăрсем! Пире сăввăр-хайлавăрсемпе паллаштарнăшăн тавах. Малашне та çапла пĕрле пуласчĕ. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатпăр сире, ырă çыннăмăрсем! Телей те ăнăçу, творчествăра хастарлăх сунатпăр.
«Каçал ен» хаçат редакцийĕ.