Комсомольский муниципальный округ

Юмах ятăм юптартăм

Çут çанталăк пире хăйĕн илемĕпе савăнтарать... Анчах та эпир ăна яланах кирлĕ пек упрас, хаклас тесе тăрăшмастпăр. Тепĕр чухне курмăш пулатпăр-ши; Çынсене тăван тавралăха хаклама сĕнес тĕллевпех хаçатра «Ешĕл чăрăш, пурăн ĕмĕр!» конкурс йĕркелени пирки пĕлтернĕччĕ. Шкул ачисене хăйсем çырнă юмахсене ярса пама сĕннĕччĕ. Юмахсен тĕп теми — чăрăшсене упрасси, вĕсен пурнăçне тăсасси. Конкурса шкул ачисен çырăвĕсене чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Шел пулин те, пур вĕренекен те унта хастар хутшăнмарĕ. Йăлмахва пуçламăш, Хирти Мăнтăр, Асанкасси, Шурут, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем çеç конкурса хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсем хайланă юмахсем тарăн шухăшлă, кăсăклă пулни пире савăнтарчĕ. Ачасем юмах урлă чăрăшсене упрамаллине, вĕсемпе вăрманта та киленме май пуррине туллин çутатса панă. Маттур! Редакцие килнĕ хайлавсенчен вара чи лайăххи, пуян содержанилли — Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн 6-мĕш класĕнче пĕлÿ пухакан Арина Васильеван юмахĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Даниил Николаевăн «Чăрăш» юмахне иккĕмĕш вырăнпа хакларăмăр. Екатерина Миронован (Йăлмахва пуçламăш шкулĕ) «Ванюк чăрăш касма кайни» юмахĕ, Виктория Рыжован (Хирти Мăнтăр) «Кĕмĕл чăрăш» юмахĕ — виççĕмĕш вырăнта. Денис Коноваловпа (Хирти Мăнтăр) Алиса Голубеван (Шурут) илемлĕ сăввисене те палăртса хăварас килет. Ытти вĕренекенсен хайлавĕсене те асăнса хăварас терĕмĕр. Сăмахран, Асанкасси вăтам шкулĕн кĕçĕн класĕсенче вĕренекен ачасем те маттур. Маша Чумакова, Ирина Копташкина, Софья Терентьева, Коля Герасимов, 2-мĕш класра çеç вĕренеççĕ пулин те, илемлĕ хайлавсем шăрçаланă. Вĕренекенсене ытти чухне те пире тăтăшах хыпарсем пĕлтерсе тăма, калавсем, сăвăсем çырма ыйтасшăн. Çырăр! Эпир вĕсене илсе тăма яланах хавас. Грамотăсемпе парнесене редакцие килсе илме ыйтатпăр.

А.АНТОНОВА.



"Каçал Ен"
31 декабря 2013
13:53
Поделиться