Цифрăллă телевидени пулĕ
2014 çулта Комсомольскинче пурăнакансем эфирти цифрăллă телевиденипе усă курма пуçлĕç.
Паянхи куна республикăра хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ.
«2009—2015 çулсенче Раççейре теле- радио хыпарлава аталантарасси» федераци программине пурнăçласа «Раççейри телевидени тата радио хыпарлав сечĕ» унитарлă предприяти Чăваш Енри Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе республикăра эфирти цифрăллă телевиденин сетьне тума пикеннĕ.
Çакăн йышши оборудование 2012 çулта пуçласа вырнаçтарнă. Антеннăсемпе передатчиксем цифра формачĕпе пĕрремĕш мультиплекс сигналĕсене трансляцилеççĕ. Пирвайхи мультиплекс шутне 9 федераци каналĕ тата 3 федераци радиоканалĕ кĕреççĕ: «Первый канал», «Россия-1», «Россия-2», «НТВ», «Пятый канал», «Россия – К», «Россия-24», «Карусель», «Общественное телевидение России», «Радио России», «Радио Маяк», «Вести FМ». Çавăн пекех ытти каналсене хута ярас енĕпе те ĕçлеççĕ. Апла пулсассăн Чăваш Енре пурăнакансен 20 канала яхăн курма май пулĕ. 2014 çул вĕçне республикăра пурăнакансен 99 проценчĕ пĕрремĕш мультиплекс каналĕсене курса киленĕ.
Регионти мультиплекса Шупашкар хулинче тума палăртнă мультиплекс хатĕрлекен центрта йĕркелеççĕ. Эфирти цифрăллă телевиденин каналĕсене курас тесен сирĕн телевизорсем çинче DVB-Т2 декодерсем пулмалла е ятарлă цифрăллă приставкăсем туянмалла.