Кредит илекенсем йышлă
2013 çулта районти 1590 хушма хуçалăх çăмăллăхлă кредитсемпе усă курнă.
«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хушма хуçалăх тытакансене хуçалăха аталантарма пурĕ 456807 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит панă. 1098 кредита Раççейри Перекет банкĕ, 475 çын Раççей Ял хуçалăх банкĕ, 17 кредита Чăвашкредитпромбанк урлă илнĕ.
Ялсенче пурăнакансем кредитсемпе пĕчĕк габаритлă техника, продуктивлă выльăх-чĕрлĕх туянма, выльăх-чĕрлĕх витисем тума е вĕсене реконструкцилеме усă курнă.
"Каçал Ен"