Кадастр инженерĕ пулмалла
Январĕн 1-мĕшĕнчен Техника инвентаризацийĕн бюровĕ (БТИ) хăй тĕллĕн кадастр ĕçĕсене хатĕрлеме пултараймасть. Куçман пурлăх объекчĕсем тĕлĕшпе кадастр ĕçĕсене кадастр инженерĕсен çеç тума юрать.
ЧР Росреестр управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çакă техника инвентаризацийĕн бюровĕсем хупăнаççĕ, ĕçлемеççĕ тенине пĕлтермест. Малашне БТИсенче хваттерсене, çуртсене, тĕрлĕ объектсене патшалăх кадастр учетне кĕртсе документсем хатĕрлеме штатра 2 кадастр инженерĕ пулмалла.
Республикăра техника инвентаризацийĕн 28 органĕ ĕçлет. Вĕсенче пуринче те аттестациленнĕ кадастр инженерĕсем тимлемелле. «Анчах та паянхи куна 23-шĕнче çеç палăртнă ĕçченсем тăрăшаççĕ. Сăмахран, Йĕпреç районĕнче 7 кадастр инженерĕ ĕçлет, Улатăр, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче — пĕрер инженер. «Комсомольски, Куславкка районĕсенче аттестациленнĕ специалистсем, инженерсем çук-ха», — пĕлтернĕ Чăваш Республикин Росреестр управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева.
Чăваш Республикинчи Росреестр управленийĕ кадастр ĕçĕсене пурнăçлама документсем панă чухне халăха тимлĕрех пулма сĕнет. Техника инвентаризацийĕн бюровĕнче тимлекен ĕçченсем аттестациленнĕ пирки кăсăкланма ыйтать, мĕншĕн тесен кадастр учетне кĕртмелли техника планĕсене кадастр инженерĕсем çеç пурнăçлама пултараççĕ.
ЧР Росреестр управленийĕн пресс-служби.