Чăвашстат хыпарлать
Таварпа пулăшăвăн потребитель хакĕсен 2013 çулхи раштав уйăхĕнчи индексĕ чÿк уйăхĕнчин — 100,4, малтанхи çулхи çав вăхăтрин 106,3 проценчĕпе танлашнă.
Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчи апат-çимĕç таварĕ — 100,2, çулталăк пуçланнăранпа 106,3 процент хакланнă.
2013 çул пуçланнăранпа çăмарта — 26,6, сыр, эрех-сăра, сĕт юр-варĕ, пылак пăр, çăкăр-булка, пулă, çу — 15,6 — 6,8, общество апатланăвĕ, алкогольсĕр ĕçме, кондитер çимĕçĕ, макарон-кĕрпе, пахча çимĕç продукцийĕ (çĕр улмипе пĕрле), улма-çырла тата пахча çимĕç консервисем, сахăр, тăвар, соус, тутă кĕртмĕш 5,6 —1,5 процент хакланнă.
"Каçал Ен"