Комсомольский муниципальный округ

Кивĕ полис вăйрах

Пĕлнĕ тăрăх, кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕччен обязательнăй медицина страхованийĕн çĕнĕ полисне алла илмелле пулнă. Эпĕ вара ĕлкĕреймерĕм. Халĕ кивĕ полис вăйра мар тенине илтрĕм. Апла пулсассăн медицина пулăшăвĕпе усă курма пултараймастăп-шим?

В.ПАШУТИНА.

Ан пăшăрханăр, сирĕн çĕнĕ полис унчченхи пекех вăйра. Эсир Раççейри пур медицина учрежденийĕнче те тивĕçлĕ пулăшу илме пултаратăр. Обязательнăй медицина страхованийĕн полисне çĕнĕ йышшипе улăштарассине 2015 çулччен тăснă.

Çакна тума питĕ çăмăл. Сирĕн чи малтанах страхлакан компание суйласа илмелле, унта çул тытмалла, сирĕн ыйтусем çине тулли хуравсем парĕç. Е сирĕн регионти страхлакан компанисемпе Интернетра паллашма май пур.



"Каçал Ен"
25 января 2014
09:42
Поделиться