Тÿлев икĕ хут пысăкланнă
Кăрлачăн 10-мĕшĕнчен федерацин суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производство çинчен калакан саккунне кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕнĕ. Суд йышăнăвĕсене пурнăçланăшăн илекен тÿлев (исполнительский сбор) унчченхи шайрах юлнă темелле — шыраса илекен укçан е пурлăх хакĕн 7 процент шайĕнче, анчах...
Районти суд приставĕсен уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — вăя кĕнĕ тÿрлетÿсемпе килĕшÿллĕн асăннă тÿлевĕн чи пĕчĕк виçи пысăкланнă: парăмлă уйрăм çынран е предпринимательтен илекеннин виçи 500-тен 1 пин тенкĕ таран ÿснĕ, юридици вăйĕнчи тытăмран — 5 пинрен 10 пин тенкĕ таран. Суд йышăнăвне пурнăçламалли, пурлăхпа çыхăнман документа пурнăçламасан граждансемпе предпринимательсенчен асăннă тÿлеве 5 пин тенкĕ чухлĕ илĕç, организацисенчен — 50 пин тенкĕ. Приставсем иккĕленмеççĕ: çак çĕнĕлĕхсем граждансене парăмсене саккунпа палăртнă вăхăтра хăйсен ирĕкĕпе татмашкăн хистеме тивĕç.