Яланах асăрхануллă пулмалла
2013 çулта Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче 54 автоавари регистрациленĕ. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 10 тĕслĕх сахалрах. Шел пулин те, вĕсен шучĕ чаксан та, инкексенче вилнисем нумайрах, 15-ĕн. Иртнĕ çул сусăрланнисем, 2012 çулхипе танлаштарсан, 24 çын сахалтарах пулнă. Çул çинчи инкексенчен 6-шĕ водитель ÿсĕррипе пулнă.
Вĕсен иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне çутатма Раççейри муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникне, полици майорне Николай Райкова ыйтрăм.
— Николай Анатольевич, ытти ыйтусене париччен, чи малтанах çакна пĕлтерме ыйтатăп: Урмаелĕнче пĕлтĕр пулнă аварие уçса панă-и, кам айăпли паллă-и?
— Водительсен çул çинчи дисциплинине ÿстерес тесе тăтăшах тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем ирттернĕ, ирттеретпĕр те. Апла пулин те район территорийĕнче пулнă автоаварисенчен пĕри кам айăпĕпе пулнине халĕ те уçса параймарăмăр. Паянхи кун та ку енĕпе ĕçлетпĕр. Ăна уçса парас тесе организацисен, предприятисен автомашинисемпе водителĕсене тĕрĕслевсем витĕр кăларатпăр.
Иртнĕ çул пирĕн сотрудниксем 46 хутчен ача сачĕсенче, 78 хут вĕренÿ учрежденийĕсенче тĕл пулусем, калаçусем йĕркелерĕç. Водительсем автотранспорчĕсене юсавлă тытманшăн должноçри çынсене çирĕп явап тыттартăмăр. Акă, иртнĕ çулхи 12 уйăхра должноçри 41 çын çине протоколсем çыртăмăр. 2012 çулхи ку кăтарту — 33.
— Хăш-пĕр чухне автоаварисен сăлтавĕсем çул-йĕр условийĕсем кирлĕ шайра пулманнипе çыхăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ.
— Çапла. Иртнĕ çул кăна çак сăлтавпа икĕ район территори-йĕнче 6 автоавари пулнă (ку вăл автоаварисен 11,1 проценчĕ). Çитменлĕхсене тупса палăртас тĕллевпе çулсене 94 хутчен тишкернĕ, кăлтăксене юсама ертÿçĕсем ячĕсемпе 94 предписани ярса панă.
— Николай Анатольевич, профилактикăлла мероприятисенчен пĕри вăл — айăплă çынна наказани парасси. 2013 çулта миçе çын явап тытрĕ?
— ГИБДД сотрудникĕсем иртнĕ çулта Комсомольски тата Елчĕк районĕсемпе 5148 административлă протокол çырнă, йышăну кăларса 2 млн та 301 пин тенкĕ штраф тÿлемелле тунă. Пирĕн районпа — 3663, пурĕ — 1 млн та 661 пин тенкĕлĕх. Пайăррăн палăртсассăн, район территорийĕнче руль умне ÿсĕрле ларнăшăн — 170 çын, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курманшăн — 740, хăвăртлăха ÿстернĕшĕн — 861, çуран çÿрекен 254 çын явап тытрĕç. Штрафсене вăхăтра тÿлеменнишĕн вара — 55-ĕн.
— Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха тытса тăма, паллах, автоматлă режимпа ĕçлекен фото-çирĕплетĕвĕн тÿпи те пысăк. Иртнĕ çулхи кăтартупа паллаштараймăр-ши?
— 2013 çулта çак мелпе хăвăртлăха ÿстерекенсене 5219 хутчен тупса палăртнă. Вĕсем тăрăх 3478 йышăну кăларнă. 2012 çулта ку кăтартусем: 6383 — 5283. Хуласенче хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманнине çирĕплетекен техника та пур. Паянхи кун пирĕн районта ун пекки çук-ха.
— Николай Анатольевич, автоаварисен тĕп сăлтавĕ мĕнре-ши?
— Автоаварисен 62,5 проценчĕ малта пыракан автомашинăран юраман çĕртен иртсе кайма пикеннипе пулнă. 16,6 проценчĕ — хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе тата ытти сăлтавсемпе те.
— Калаçушăн тавтапуç. Ĕçре Сире ăнăçу сунатăп, çул-йĕр çинче инкек сахалтарах пултăр.
М.ИЛЛАРИОНОВА.