Юрă-ташă савăнтарать
Тăван район 75 çул тултарнине халалланă смотр-конкурс малалла пырать. Январĕн 24-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Малтанах Геннадий Ракчеев ял тăрăхĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Концерт курма килекенсем «Ку манăн ял, ку манăн çурт» сăн ÿкерчĕксен выставкипе те паллашрĕç.
Уяв программи савăк юрă-ташăпа пуян пулчĕ.
Февралĕн 6-мĕшĕнче сцена çине Элпуç ял тăрăхĕн артисчĕсем тухаççĕ.
(ХАМĂР ИНФ.).
"Каçал Ен"