«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»
Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче республикăри хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче Раççей ача-пăча фончĕн регион уйрăмĕ пуçарнипе «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх фончĕ Чăваш Енре 18-мĕш хут старт илчĕ.
Иртнĕ çул унăн пухмачне 8233719 тенкĕлĕх пуянлатнăччĕ. Нухратпа Раççей ача-пăча фончĕн программисемпе килĕшÿллĕн йывăр чирлĕ ачасене сиплеме, диспансерсен, хула-район больницисен пурлăх ни-кĕсне тĕреклетме, ясли-садсене, интернат шкулсене, ача çурчĕсене выляв хатĕрĕсемпе тивĕçтерме усă курнă.
Ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачне предприяти-организаци, уйрăм çынсем кăна мар, бизнес представителĕсем те хăйсен сумлă тÿпине хывасси иккĕлентермест. Сăваплă акцие районта пурăнакансем те хутшăнма пултараççĕ. Укçана марафон счечĕ çине куçармалла. Унăн реквизичĕсем:
ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»
ИНН 2128005408
КПП 213001001
Р/с 40703810075220160067
в Чувашском ОСБ №8613 г.Чебоксары
БИК 049706609,
кор/с 30101810300000000609.