БТИре инженерсем пур
«Каçал енĕн» январĕн 22-мĕшĕнче тухнă номерĕнче «Кадастр инженерĕ пулмалла» статья пичетленнĕччĕ. ЧР Росреестр управленийĕ унта Комсомольскинчи БТИре кадастр инженерĕсем çук тесе пĕлтернĕччĕ.
«Хаçатра кăтартнă çитменлĕхе пĕтертĕмĕр, пирĕн штатра халь патшалăх кадастр учетне кĕртме документсем хатĕрлекен инженерсем пур. Вĕсем — Ильнар Минуллинпа Марат Чумаров. Иккĕшĕ те куçман пурлăх тĕлĕшпе кадастр ĕçĕсене пурнăçлама ятарласа вĕреннĕ, иртнĕ кунсенче вĕсем çак енĕпе экзаменсем тытса аттестаци витĕр тухрĕç. Çапла майпа Комсомольски районĕнчи техника инвентаризацийĕн бюровĕн паянхи кун куçман объекчĕсемпе документсем хатĕрлеме ирĕк пур», — пĕлтерчĕ пирĕн редакцие БТИ директорĕ Владимир Ефимов.
Л.ШУРЯШКИНА.