Комсомольский муниципальный округ

Ăшă та шанчăклă пултăр

Çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр вăхăтĕнче республикăра, шел пулин те, тĕрлĕ инкек-синкек пулать. Газ сĕрĕмĕпе сиенленнисем те пур, вут-çулăм та тухать. Нумай хваттерлĕ çуртсенчен чылайăшĕнче çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалли уйрăм оборудовани вырнаçтарнă. Çакă меллĕ, çăмăл, çав вăхăтрах питĕ пысăк яваплăх та. Тĕп вырăнта — хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси. Нимле техникăна та тимлĕхсĕр хăварма юраманнине яланах асра тытмалла.

Сĕрĕм газĕпе сиенленесси, ытти инкек-синкек ан пултăр тесен Чăваш Ен Строительство министерстви çак ансат йĕркесене пăхăнма сĕнет:

— тĕтĕм тата вентиляци çулĕсем юсавлă пулнине сăнасах тăмалла, çав каналсене хупласа хума пултаракан япаласенчен тасатмалла;

— газ приборне ĕçлеттерме пуçличчен тĕтĕм тата вентиляци çулĕсенче туртăм пуррине тĕрĕслемелле;

— вентиляци çулĕсене хупламалла мар, газ оборудованийĕ ĕçлекен пÿлĕмре сывлăш яланах çителĕклĕ пулмалла;

— юсавсăр газ приборĕсемпе е вĕсенчен газ тухса тăрать пулсан усă курма юрамасть;

— газ приборĕсем çывăхне ачасене ямалла мар.

Газ шăрши тухнине туйсан газ приборĕсемпе тÿрех усă курма пăрахмалла, крансене хупмалла, чÿречесене е форточкăсене уçмалла, çулăм хыпса илесрен шăрпăк чĕртмелле мар, электричество приборĕсене, çутă çутма, электрошăнкăравпа усă курма юрамасть.

Туртăм пулмасан тата тĕтĕмпе вентиляци каналĕсем юрăхсăра тухсан, ытти кăлтăксем пулсан управляющи компанине е диспетчер службине 104 телефонпа шăнкăравласа пĕлтермелле.

Чăваш Ен Минстройĕн пресс-служби.



"Каçал Ен"
12 февраля 2014
09:31
Поделиться