Ăсталăхпа палăрнă
Нарăсăн 7-мĕшĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университе-тĕнче регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литературин олимпиади иртнĕ. Унта республикăри тата республика тулашĕнчи шкулсенчи 9—10-мĕш классенчи 120 вĕренекен хутшăннă.
Çавăн пекех Тутарстан, Пушкăртстан Республикисенчен тата Самар облаçĕнчен те тăрăшуллă вĕренекен- сем килсе çитнĕ.
Унта пирĕн районтан пилĕк вĕренекен хутшăннă, виççĕшĕ призерсен шутне кĕнĕ. Вĕсем: Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан Анастасия Шингалова (ертÿçи С.Г.Индюкова), Инесса Михайлова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ, ертÿçи — С.А.Жукова) тата Анна Степанова (Асанкасси вăтам шкулĕ, ертÿçи — Г.Н.Чумакова). Мал ĕмĕтлĕ вĕренекенсем пĕлтĕр те призерсем пулнăччĕ.
Сăмах май, Инесса Михайлова кăрлач уйăхĕнче республикăри обществознанипе право предмечĕсемпе иртекен олимпиадăна хутшăнса призерсен шутне кĕнĕ. Тăрăшуллă хĕр ача районти 9 предметпа иртнĕ олимпиадăра пĕлĕвне кăтартнă, малти вырăнсене йышăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ Инесса кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.
С.ИНДЮКОВА