Комсомольский муниципальный округ

Асăрханманни инкек кÿрет

Чăваш Республикинче кăçал, февралĕн 18-мĕшĕ тĕлне пурĕ 144 пушар тухнă. Вут-çулăмра 28 çын пурнăçĕ татăлнă. Çынсем ытларах Çĕнĕ Шупашкар хулинче, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Куславкка районĕсенче вилнĕ. Патăрьел районĕнче виçĕ тата икĕ çулхи ачасен пурнăçĕ пушарта татăлни уйрăмах пысăк инкек.

Вут-çулăм ытларах çынсем пурăнакан вырăнта алхасать, 112 тĕслĕх. Кăçал районта пĕр пушар тухнă. Тутар Шурут ялĕнчи пурăнмалли çурт çунса кĕлленни, сăлтавĕ — кил хуçисем асăрханусăр пулнинче.

Н.НАЗАРОВ.



"Каçал Ен"
19 февраля 2014
13:49
Поделиться