Канашлу иртнĕ
Февралĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федерацин территори управленийĕсен, хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
ЧР экономика аталанăвĕн, суту-илÿпе промышленноç министрĕ Владимир Аврелькин февралĕн 7-мĕшĕнче Сочи хулинче Раççей регионĕсен выставки ĕçлеме пуçланине пĕлтернĕ, унта Чăваш Ен те хутшăннă. Чăваш Республикин ĕçĕ-хĕлĕпе, культурипе, экономика аталанăвĕпе, спортри çитĕнĕвĕсемпе виртуаллă экскурсире тĕплĕн паллашма май пур.
Владимир Аврелькин çавăн пекех кăçалхи январь уйăхĕнче промышленноç комплексĕ епле ĕçленипе те паллаштарнă. Иртнĕ уйăхра экономика ĕçĕ-хĕлĕн виçĕ енĕн промышленноç производствин индексĕ республикăпа илес пулсассăн 110,1 процентпа танлашнă. Ку кăтартупа Чăваш Ен Атăлçи федераллă округра пĕрремĕш вырăнта.
Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина патшалăх муниципаллă пурлăхне 2013 çулта приватизацилес ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. Пĕлтĕр муниципаллă пурлăхăн 357 объектне приватизацилеме планланă пулсассăн, 201-шне çеç приватизацилеме май килнĕ ( 2013 çулта Приватизацилемелли программăна кĕртнинчен 56 процент).
ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров 2014 çулта хуçалăхсенче çур акине хатĕрленес ĕç аван пынине палăртса хăварнă. Паянхи куна ял хуçалăх кооперативĕсем вăрлăх, минераллă удобрени туянаççĕ, техникăпа агрегатсене çур акине хатĕрлеççĕ.