Вырăс хĕлне ăсатма йыхравлатпăр
Мартăн 1-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» кафе умĕнчи лапамра Вырăс хĕлне ăсатма уяв йĕркелеççĕ (район администрацийĕн пуçлăхĕн 29-р №-лĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн). Ăна ирттерме ятарлă йĕркелÿ комитечĕ туса хунă, районти предприятисемпе организацисене, профсоюз комитечĕсене, коммерци структурисене май килнĕ таран пулăшу пама ыйтнă.
Уявра культура тытăмĕн ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăк кăмăл парнелĕç. Çак кун тĕрлĕ çĕрте волейболла, хоккейла выляссипе, кире пуканĕ йăтассипе тата ытти енĕпе те ăмăртусем иртĕç.
"Каçал Ен"