Комсомольский муниципальный округ

Пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмĕ

Чăваш Енре, çав шутра Комсомольски районĕнче те февралĕн 19-мĕшĕнче пулнă Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине пилĕк тема кĕртнĕ. Ĕç коллективĕсемпе иртнĕ тĕл пулусенче РФ Президенчĕн Культура çулталăкне ирттересси çинчен калакан Указне пурнăçлассине, ял хуçалăхĕнче çурхи ака-суха ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнине, Чăваш Республикин 2013 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне, вырăнти ĕç тăвакан влаç органĕсен Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвне пурнăçлас тĕлĕшпе тумалли ĕçсене сÿтсе явнă. Çавăн пекех çынсене пушар хăрушлăхне тата шывсем çинче инкексене сирсе ямалли мелсем, пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен ăнлантарса панă.

Пирĕн района информкуна ирттерме Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн çитрĕ. Малтанах Шупашкартан килнĕ хăнасемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев тĕл пулчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухнă хыççăн ушкăнсем ял тăрăхĕсене çул тытрĕç.

Юстици министрĕ Н.В.Прокопьева, район администраци пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев тата РФ Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕн начальникĕ С.В.Горбунов Урмаел ял поселенийĕнчи ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Вĕсем поселени пуçлăхĕпе Минзаит Зайнуллинпа тата «Алга» кооператив председателĕпе Нурислам Мифтахутдиновпа пĕрле пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне, «Балачак» ача садне çитсе курчĕç. Тукай Мишер вăтам шкулĕн педагогĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. «Вăтам шкулта пĕлÿ илме, тавра курăма ÿстерме, физкультурăпа туслашма пĕтĕм услови пуррипе ачасемшĕн чунтан савăнатăп. Вĕренÿ заведенийĕн акт залĕпе, библиотекипе ял çыннисем те усă курма пултарнине ырлатăп. Кунта тĕрĕссипе нумай функциллĕ центрах вĕт», — терĕ Надежда Викторовна. Н.Прокопьева министерствăна пăхăнакан ЗАГС пайĕн, миравай судьясен уйрăмĕн ĕçĕпе те интересленчĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн, суту-илÿпе промышленноç министрĕн çумĕ Инна Николаевна Антонова, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ С.Г.Ульдина, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн тĕп специалисчĕ И.И.Самарина Чĕчкен ял тăрăхне çитсе курчĕç. Информушкăн членĕсем вырăнти «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн, информаципе культура центрĕн, почта, Чĕчкен ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсемпе, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн педагогĕсемпе тĕл пулчĕç.

Çулталăк пуçланнă май, пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетсе çĕнĕлĕхсене, ÿсĕмсене, çитменлĕхсене сÿтсе явмалли чылай пулчĕ. Инна Антонова чи малтанах республикăри тĕрлĕ сферăри кăтартусемпе паллаштарчĕ, чи пĕлтерĕшлисене уйрăммăн асăнчĕ. Сăмахран, 2014 çул — Раççейре Культура çулталăкĕ. Çавна май республикăра культура учрежденийĕсене реконструкцилеме, çĕнетме палăртнă, уяв мероприятийĕсем те чылай пулĕç. Çакна пурнăçлама бюджетран çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрма планланă. Ĕçченсен шалăвĕ пирки те сăмах хускатрĕ Инна Николаевна. Паянхи куна республикăра вăтам шалу 19,423 тенкĕпе танлашать пулсассăн, районта — 15 пин ытларах. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем уйăхсерен вăтамран 9970 тенкĕ илеççĕ.

Пенси ыйтăвĕ те хумхантарать ял çыннисене, мĕншĕн тесен 2015 çултан ăна çĕнĕ йĕркепе тÿлеме пуçлаççĕ. Кунта вара кашни пулăма шута илни вырăнлă: çыннăн ĕç стажĕ 15 çултан кая мар пулмалла, ĕç укçине «конвертпа» тÿлени вырăнсăр, кашни пус шутра, ĕçленине, пенсие васкамасăр кайнине ятарлă коэффициентсемпе хаклаççĕ. Ирина Самарина çĕнĕлĕхпе тĕплĕн паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.

Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов çивĕч ыйту, ялсенче пуçтаракан çÿп-çапа вырнаçтармалли пирки, хускатрĕ.

— Паянхи кун ял халăхĕнчен пуçтаракан çÿп-çап купаланса пырать. Унран вырăнта пĕр-пĕр кирлĕ япала, тĕслĕхрен, урамсене сарма брусчатка хатĕрлекен пĕр пĕчĕк предприяти йĕркелесен аван пулмалла та. Пуçаруллă çынсем тупăнмарĕç. Çак лару-тăруран мĕнле çаврăнса тухмалла-ши? — терĕ Юрий Геннадьевич.

— Шухăшĕ лайăх, ĕçе пуçăнакана тупмалла. ЧР Экономика аталанăвĕн, суту-илÿпе промышленноç министерстви ĕçе вĕçне çитерме пулăшĕ, — хуравларĕ Инна Николаевна.

Татса памалли ял тăрăхĕнче сахал мар, кашнинех мĕн те пулин пăшăрхантарать. Апла пулсан паян хускатнă ыйтусем айккинче тăрса юлмĕç.

Ытти ушкăнсем Кайнлăк, Александровка, Комсомольски ял поселенийĕсенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса кун йĕркинчи темăсемпе калаçрĕç. Кăнтăрла хыççăн район администраци пуçлăхĕн ĕç пÿлĕмĕнче Пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетрĕç. Районта пурăнакансем панă ыйтусене çĕклерĕç, хăшне-пĕрне вырăнтах хурав пачĕç, теприсене çырса кайса яваплă министерствăсемпе ведомствăсене çитерме, хурав пама шантарчĕç. Ушкăнсемпе кайнисем палăртнă тăрăх, ял çыннисене пенси реформи, ĕç укçи ыйтăвĕ, культура çурчĕсен ĕçĕ ытларах кăсăклантарать. Ял поселенийĕсенче, шкулсенче тăрăшакансене вара Интернетăн хăвăртлăхне ÿстермелли, оргтехникăна çĕнетсе пымалли майсем шухăшлаттараççĕ.

 

Л.ШУРЯШКИНА,

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
22 февраля 2014
11:00
Поделиться