Комсомольский муниципальный округ

Вице-адмирал тăван тăрăхра пулчĕ

Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн, нарăсăн 21-мĕшĕнче, республикăна Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан офицерсем: Раççей Геройĕ, Николай Гаврилов генерал-лейтенант, Станислав Воронов генерал-лейтенант, Владислав Ильин вице-адмирал, Александр Зиновьев, Николай Сидоров, Анатолий Молоствов, Михаил Григорьев, Виталий Сидоров генерал-майорсем, Иван Николаев полковник килсе çитнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн йыхравĕпе килнĕ хăнасем Чăваш Ен палăрмаллах улшăннине, илемленнине палăртнă. Юлашки çулсенче республика правительстви тата Атăлçи федераллă округри регионсенчи чăвашсен диаспори пĕрле килĕштерсе ĕçленине те палăртса хăварнă пухăннисем. Николай Гаврилов генерал-лейтенант Михаил Игнатьева республикăна ăнăçлă ертсе пынăшăн, çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парассине пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă. «Нарăсăн 23-мĕшĕ — Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ. Эпир Раççейре нихăш регионта та республика Пуçлăхĕ ентешĕсене тăван ене уява йыхравланине пĕлместпĕр. Тавах!» — палăртнă Раççей Геройĕ.

Пирĕн района вара Шурут-Нурăс ялĕнче çуралнă Владислав Ильин вице-адмирал çитсе курнă. Сумлă хăнана район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Елена Козлова кĕтсе илнĕ. Владислав Алексеевич чи малтанах районти ветеран-моряксене асăнса лартнă палăк умĕнче пулнă. «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне, Шурутри вăтам шкула çитсе курнă. Ачасемпе тата педагогсемпе тĕл пулнă.

Владислав Алексеевич Ильин 1948 çулхи август уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шурут-Нурăс ялĕнче çуралнă. 1959 çулта вĕсем çемйипех Кемĕр облаçне куçса кайнă. 1971 çулта вăл Лăпкă Океан тинĕс-çар аслă училищине пĕтернĕ. Пултаруллă çамрăка Хĕрлĕ ялавлă Лăпкă Океан флочĕн атом вăйĕпе ĕçлекен шыв айĕн çÿрекен лодкăн навигаци ушкăнĕн командирĕ пулма шанаççĕ.

1982 çулта, тинĕс-çар академине пĕтернĕ хыççăн, шыв айĕн çÿрекен ракетăллă крейсер командирĕ пулать. 1983 çулта Владислав Алексеевича Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлаççĕ. 1992 çулта ăна контр-адмирал, 1995 çулта вице-адмирал çар званийĕсемпе чыслаççĕ. Паянхи кун вăл отставкăра, апла пулин те ĕçсĕр лармасть.. Мăшăрĕпе, Надежда Анатольевнăпа, хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Ывăлĕ ашшĕн çулне суйласа илнĕ.

А.АНТОНОВА.



"Каçал Ен"
26 февраля 2014
11:15
Поделиться