Олимпиадăра палăрнă
Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин 2014 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнчи 245 номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем хушшинче ăс-тăн аталанăвĕн вăййисем" тата çак вăйăсене ирттерессин Положенийĕсемпе мартăн 22-мĕшĕнче Шупашкарти 59-мĕш шкулта республикăри ăс-тăн вăййисем (олимпиада) иртнĕ. Çак вăйăсем вĕренекен çамрăксен ăс-тăн аталанăвне, ăслăлăх ĕçĕпе кăсăкланассине аталантарас, пултаруллă ачасене пулăшас, ученăйсемпе практиксене ăслă-тăнлă ачасемпе ĕçлеме явăçтарас тĕлĕшпе иртнĕ.
Олимпиадăна республикăри кĕçĕн классенчи 182 вĕренекен хутшăннă. Ăна икĕ турпа ирттернĕ. Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Р.Валитова, К.Денисов, Г.Долгов, К.Игонина тата Г.Спиридонов çак вăйăсене хутшăннă. Шкул команди 13-мĕш вырăна тухнă. Григорий Спиридонов вара вырăс чĕлхипе виççĕмĕш вырăн йышăннă. Гришăна тата унăн учительне Т.Г.Лапшинана çитĕнỹпе саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр.