Пулăшу - электрон мелпе
Раççей Федерацийĕн 2010 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнчи 210 номерлĕ патшалăх тата муниципаллă пулăшу парасси çинчен калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕнче патшалăх пулăшăвĕсене çăмăллатнă йĕркепе параççĕ. Судпа айăпланни е айăпланманни çинчен калакан справка, пулса иртнĕ пулăмсене регистрациленине, харпăр хăй хурал бизнесĕнчи тата граждансен хĕç-пăшал çаврăнăшне пырса тивекен патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма май пур.
Хальхи вăхăтра патшалăх пулăшăвĕсем илес тесессĕн гражданинăн документсем сахал памалла. Мĕнле документсем кирлипе Чăваш Республикин ШĔМĕн официаллă сайтĕнче, "Государственные услуги" пайра паллашма пулать. Çакăнтах "Электронное МВД" баннер та пур. Унпа усă курса компьютерпа заявлени çырма пулать. Пĕр хутчен www.gosuslugi.ru cайтра регистрациленсен эсир порталти пур пулăшупа та усă курма пултаратăр, çав шутра ШĔМ пулăшăвĕсемпе те. Çавăн пекех районти шалти ĕçсен пайĕн фойинче тĕрлĕ стендсем пур, вĕсенче пулăшу илмелли информацисем те çителĕклех. Е 5-14-13 (02) телефонпа шăнкăраваса ыйтса пĕлме май пур.