Комсомольский муниципальный округ

"Шурă чечек" - тасалăх палли

 1882 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче Берлинта Роберт Кох тухтăр хăрушă амакăн бациллине уçни пирки пĕлтернĕ. Сенсациллĕ доклад тунăранпа 100 çул çитнĕ май çак датăна Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун тесе палăртмашкăн йышăннă. Унăн эмблеми - шурă чечек, ỹпке тасалăхĕн палли.

Чăваш Енре "Шурă чечек" уйăхлăх мартăн 20-мĕшĕпе апрелĕн 20-мĕшĕччен иртет. Çавна май районта та халăх сывлăхне упрас тата туберкулеза профилактикăлас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçланать. Калаçусем йĕркелени, пациентсене чир пирки каласа пани пĕлтерĕшлĕ. Çак вăхăтрах вара çынсем хăйсем тимлĕ пулни те вырăнлă. Кашни çулах 15 çул тултарнă çамрăксенчен пуçласа флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Анчах та чылай чухне ача сачĕсенче, вĕренỹ учрежденийĕсенче, столовăйсенче, сиплев учрежденийĕсенче тăрăшакансем çеç тĕрĕслев витĕр графикпа килĕшỹллĕн тухаççĕ. Ыттисем ун пирки маннă тейĕн. Чылайăшĕ больницăна чирлесен çеç килет. Сăмахран, кăçал çеç виçĕ уйăхра туберкулезпа чирлĕ 7 çынна тупса палăртнă. Пĕлтĕр çулталăкĕпе 14 çын пулнă. Чире çийĕнчех тупса палăртнă тĕслĕхсенче нумайăшĕ эмелсемпе сипленнĕ, вĕсене учетран та кăларнă.

Юлашки вăхăтра уйрăмах ачасем çак чирпе аптрани паллă. Тин çуралнă ачасене туберкулезран сыхланмалли прививкăсем тăваççĕ. Вĕсем ыттисенчен 3-4 хут сахалтарах чирлеççĕ. Прививка тунă хыççăн организмра чире хирĕç тăма пултаракан иммунитет аталанать. 12 уйăхран иртнĕ ачасене кашни çулах Манту реакцийĕ лартса тĕрĕслеççĕ. Чир палли пур ачасене тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр. Вĕсене Манту та çулталăкра икĕ хутчен тăваççĕ. Çавăнпа та асăрхануллă пулăр, сывлăха упрăр!



"Каçал Ен"
12 апреля 2014
11:45
Поделиться