Комсомольский муниципальный округ

Вăхăтра регистрациленмелле

Раççейри федераци миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕ Чăваш Ен çыннисене пурăнакан вырăнта регистрациленме, РФ гражданинĕн пас-портне илес енĕпе вырăнти уйрăмсене вăхăтра пыма сĕнет. Мĕншĕн тесессĕн çак ĕçсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн саккунпа айăплаççĕ, штраф тỹлеттереççĕ.

2013 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнчи федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн гражданинсене пурăнакан вырăнта вăхăтра регистрацилес тата регистраци енĕпе ĕçлекен органсене суя хыпар паракансен енĕпе улшăнусем пулнă. РФ Уголовлă Кодексне çĕнĕ статья - 322.2 - кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн кил хуçисем хăйсен çуртĕнче е хваттерĕнче пĕр-пĕр çынна фиктивлă регистраципе пурăнтарнăшăн явап тытаççĕ. Вĕсене йĕркене пăснăшăн 100 пинрен пуçласа 500 пин тенкĕ таран штрафлама, виçĕ çул таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме ирĕк пур. Унпа пĕрлех çынсене 3 çул таран должноçри ĕçрен хăтарма е пĕр-пĕр ĕçпе ĕçлеме те чарма пултараççĕ.

Енчен те çын вырăнта паспортсăр тата регистрацисĕр пурăнать пулсассăн гражданина 2-3 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ. Пурăнма ирĕк панă кил хуçисене 2-3 пин таран, юридици сăпатĕнчисене 200 пинрен пуçласа 750 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ.

РФ гражданĕсене пурăнакан вырăнта регистрацилес йĕркене пăснăшăн та административлă йĕркепе айăплаççĕ. Çавăнпа та вырăна килсе çитрĕр пулсассăн, вăхăтра регистрациленесси пирки ан манăр. Тỹрех районти миграци службин уйрăмне васкăр. Ыйтса пĕлмелли телефон: 5-14-12.

А.Галкина



"Каçал Ен"
12 апреля 2014
11:39
Поделиться