Комсомольский муниципальный округ

Пулăшу электрон мелпе

Федерацин миграци службин Чăваш Енри управленийĕ республикăра пурăнакансене электрон мелĕпе патшалăх пулăшăвĕ парассине лайăхлатсах пырать. Çавна май çынсем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курса Раççей гражданинĕн паспортне илме, пурăннă çĕрте регистрацие тăма е пропискăран тухма документсем тăратма пултараççĕ. Пĕрлехи портал урлă www.gosuslugi.ru сайтра заявлени çырма регистрациленмелле. Анкета çырса хатĕрлемелле. Документсемпе тата заявлени тĕслĕхĕсемпе Раççей ФМСĕн, Чăваш Енри УФМСĕн тата патшалăх пулăшăвĕсен сайчĕсенче тĕплĕн паллашма пулать.

      Электрон мелпе патшалăх пулăшăвĕ илес тесессĕн çак документсем кирлĕ:

. пурăннă вырăнта регистрациленесси е пропискăран тухма ыйтса çырни;

. паспорт е çын кам пулнине ĕнентерекен урăх документ;

.çуртра е пỹлĕмре пурăнма ирĕк паракан документ;

. килнине е кайнине пĕлтерекен хут;

. килнин е кайнин статистика хучĕ;

. харпăрлăхçăн (е тара тытаканăн) е вĕсемпе пĕрле пурăнакансен килĕшĕвĕ - электрон мелĕпе алă пусмалли правилăсемпе килĕшỹллĕн алă пусса.

Кирлĕ документсем пурте пулмасассăн, çын хăй çинчен тулли пĕлтермесен, ыйтса çырнин интерактивлă формине тĕрĕс мар çырса тултарсан, çын ыйтса çырнине хăй пурăнман вырăнти органа ярса парсан заявление йышăнмаççĕ тата пăхса тухмаççĕ. Енчен те çын виçĕ кун хушшинче регистраци учечĕн органне кирлĕ документсемпе пымасассăн унăн ыйтăвĕпе ĕçлеме пăрахаççĕ, ун çинчен Пĕрлехи портал урлă пĕлтереççĕ. Паспорт илес е ăна улăштарас текенсен заявлени çырни кирлĕ. Хальхи ỹсĕмри икĕ сăн ỹкерчĕк (35х45мм, хура-шурă е тĕрлĕ тĕслĕ) пулмалла. Çавăн пекех миграци службине паспорт илме килнĕ чухне çак документсем пулмалла:

 .çурални çинчен калакан свидетельство;

. икĕ сăн ỹкерчĕк;

. çар учечĕн докуменчĕ;

. мăшăрланни е уйрăлни çинчен калакан свидетельство;

. патшалăх тỹлевĕн пошлинин квитанцийĕ.

Çавăн пекех заявленисене районти нумай функциллĕ центр урлă та çырма май пур.

А.Галкина



"Каçал Ен"
16 апреля 2014
08:47
Поделиться