Умра - пушар тухас хăрушлăх тапхăрĕ
Пухăннă çỹп-çапа çунтарма тытăннă çурхи-çуллахи тапхăрта пушарсем тухасси ỹссех пырать. Типĕ курăка çунтарнă чух пурăнакан е ытти çуртсем, вăрмансем çине вут-çулăм сиксе ан ỹктĕр тесе Раççей Правительствин 2014 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнчи 113 номерлĕ йышăнăвĕпе Пушар хăрушсăрлăх правилисене улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн яллă вырăнсенчи çĕрсем çинче (торфлă çĕрсемсĕр пуçне) промышленность, энергетика, транспорт, çыхăну, радиопа телевидени тата ятарлă ытти çĕрсем çинче çилсĕр çанталăкра типĕ курăк çунтарнă чух çак йĕркесене пăхăнмалла:
- типĕ курăка çунтармалли лаптăк çывăхри объектран 50 метртан çывăх пулмалла мар;
- асăннă лаптăка пушара хирĕçле ятарлă минераллă йĕрпе уйăрмалла, çунтармалли лаптăк тавра 25 - 30 м радиусра хăрнă йывăçсене, вут-шанка тата çунма пултаракан ытти япаласене пуçтармалла;
- типĕ курăка çунтарнă чух пушар сỹнтермелли хатĕрсем пулмалла;
- типĕ курăка çунтарас тата уншăн яваплă çынсене уйăрас енĕпе организаци ертỹçисен йышăну тумалла;
- вăрман çывăхĕнче вырнаçнă лаптăксенче типĕ курăк çунтарнă чух РФ Правительствин 2007 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчи Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла;
- çỹп-çапа тата йăлари каяшсене объектсенчен 50 м аяккарах çунтармалла;
- кĕперсем айĕнче типĕ курăка, тĕмсене çунтарма юрамасть.
Пушара сỹнтериччен унран асăрханни лайăхрах. Пушар тухсан "01" телефонпа е кĕсье телефонĕпе "112" номерпе шăнкăравламалла, хăвăрăн ятăра, адресăра, ăçта, мĕн çуннине пĕлтермелле.
Н.Назаров