Комсомольский муниципальный округ

Операци иртнĕ

Пассажирсене илсе çỹрекен автотранспортпа инкек ан пултăр тесе республикăра çулсеренех "Автобус" операци йĕркелеççĕ. Кăçал вăл апрелĕн 11-мĕшĕнче иртрĕ. Çак вăхăтра РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" пайĕн ГИБДД сотрудникĕсем пассажирсене турттаракан автотранспорт водителĕсене, вĕсем çул-йĕр правилисене епле пăхăннине, лицензисене тĕрĕслерĕç. Сăмахран, кăçал автобуссемпе çыхăннă 3 авари регистрациленĕ, вĕсенче 6 çын аманнă.

Çула тухнă чухне водительсене тимлĕ пулма сĕнесшĕн, автобуссем те яланах юсавлă пулччăр. Çавăн пекех апрелĕн 15-мĕшĕнче "Ачасем" операци йĕркелерĕмĕр. Çавна май ачасене илсе çỹрекен водительсене, автокреслăсем пуррине тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăсакансене явап тыттарнă.



"Каçал Ен"
19 апреля 2014
15:19
Поделиться