Комсомольский муниципальный округ

Професси суйласа илме пулăшмалла

 Шкул ачисене професси суйласа илме пулăшас, районти ĕç рынокĕн лару-тăрăвне шута илсе профессиллĕ пĕлỹ илме пулнине пĕлтерес тĕллевпе районта мартăн 10-мĕшĕнчен апрелĕн 9-мĕшĕччен "Манăн профессиллĕ пуласлăхăм" ятпа уйăхлăх иртрĕ. Çак вăхăтра уйрăмшарăн тата ушкăнсемпе консультацисем, компьютерпа тестлани, анкетăлани (ыйтса тĕпчени), тĕрлĕ професси специалисчĕсемпе тĕл пулусем ирттернĕ.

      Мартăн 12-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче 9-10-мĕш классенче вĕренекенсем Чăваш экономикăпа менеджмент институчĕн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Чăваш ял хуçалăх академийĕн, коопераци техникумĕн, Патăрьел техникумĕн представителĕсемпе тĕл пулнă. Шкул ачисене вĕренỹ заведенийĕсемпе çывăхрах паллашма май туса панă.

      Тĕрлĕ профессине хисеплеме вĕрентес тĕллевпе Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн 9-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсемпе "Этем. Професси. Сывлăх" ятпа çавра сĕтел ирттернĕ. Шкул ачисем тĕрлĕ профессисем çинчен çĕннине нумай пĕлнĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн специалисчĕпе 9-мĕш класра пĕлỹ пухакансем тĕл пулнă. Тĕл пулура рабочи, уйрăмах ял хуçалăх профессийĕсем çине тимлĕх уйăрнă. Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче Е.Н. Тихонова психолог-педагог 9-мĕш класра вĕренекенсемпе "21 ĕмĕр профессийĕ" видеофильм пăхнă. Ун хыççăн курнине сỹтсе явнă.

     Нĕркеç вăтам шкулĕнче 9-10-мĕш классенче вĕренекенсем "Манăн пулас професси" темăпа çырнă сочиненисен конкурсне ирттернĕ. Ачасем професси суйласа илесси малашнехи пурнăçра паллă вырăн йышăнассине сочиненисенче çутатнă. Хирти Явăш тĕп, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсенче "Эпĕ - пуласлăхра" ỹкерчĕксен конкурсĕ иртнĕ. Тукай Мишер вăтам шкулĕнче Г.Р.Шайхалова психолог-педагог "Профессисен тĕнчи" ятпа вăйă ирттернĕ. Вăйă вăхă-тĕнче ачасем ĕлĕкхи (тимĕрçĕ) тата хальхи профессисем çинчен калаçнă. Уйăхлăх вăхăтĕнче ирттернĕ мероприятисем вĕренекенсене професси суйласа илме пулăшасса шанатпăр.



"Каçал Ен"
19 апреля 2014
15:20
Поделиться