Комсомольский муниципальный округ

Вĕсене халăх шанать

Вырăнти хăй тытăмлăх граждан обществин пурнăçне йĕркелесе пымалли тĕп форма, влаç вăй-хăвачĕн шайĕ тата рынок тапхăрĕнчи экономика тытăмĕн элеменчĕ шутланать. Вырăнти хăй тытăмлăхăн çĕнĕ моделĕсене йĕркелеме çирĕп никĕс хывма пулăшнă федерацин 131 номерлĕ "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăхне йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккуна йышăннăранпа 11 çул çитет. Асăннă саккун ĕçлеме пуçланăранпа вырăнти влаçăн тата ял тăрăхĕсен куллен пурнăçламалли тивĕçсемпе çыхăннă саккунсем хушăмсемпе тата улшăнусемпе пуянлансах, финанспа экономика никĕсĕ çирĕпленсех пычĕç, çавна май влаç органĕсем опыт енчен пуянланчĕç. Халĕ вĕсем халăх пурнăçне туллин йĕркелесе пыма тата унăн çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пултарнине çирĕплетсех калама пулать. Вырăнти хăй тытăмлăх йĕркеленĕвĕпе аталанăвĕн тапхăрĕ вĕçленнин, вăл обществăпа политика инфратытăмĕн уйрăлми пайĕ пулса тăнине палăртса Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра апрелĕн 21-мĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх кунне паллă тума йышăнчĕ. Çакă институтăн пĕлтерĕшне тата та çỹллĕ шая çĕклет.

      Муниципалитетăн кашни йĕркеленĕвне хăйне евĕр пĕчĕк патшалăхпа танлаштарма пулать, хăйĕн территорийĕ, халăхĕ, ĕçлекен влаç тытăмĕ. Вăл йĕркелỹ ĕçне пурнăçлать, пур сферăпа службăна пĕтĕçтерекен социаллă тытăм шутланать. Çавăнпа та вырăнти влаç ертỹлĕхĕн яваплăхĕ питĕ пысăккине çак тытăмри кашни çын аван туять.

     Районсем çине пайласси 1927 çулхи юпан 1-мĕшĕнчен пуçланнă. Унччен уессемпе вулăссем пулнă. Чăваш Енре пурĕ 21 район. Комсомольски районĕ - кăнтăр-хĕвел анăç енче вырнаçнă район. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 630,3 км2. Пирĕн тăрăхри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем - район администрацийĕ тата вун икĕ ял поселенийĕ. Ертỹçĕсен йышĕнче хастар, ялпа район шăпишĕн, тасалăхĕпе хăтлăхĕшĕн, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн чунтан тăрăшакансем ĕçлеççĕ. Вырăнсенче обществăлла канашсем, тĕрлĕ комитетсемпе комиссисем йĕркеленĕ, вĕсем ял халăхĕн ыйтăвĕсене туллин татса парассишĕн вăй хураççĕ. Ял поселенийĕсем тăтăшах тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ, малти вырăнсене те йышăнаççĕ. Акă, Чĕчкен ял поселенийĕ 2013 çулта "Чăваш Енĕн чи таса-хăтлă хула(ял) тăрăхĕ" конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Маларахри çулсенче те çак хисепе тивĕçнĕ чĕчкенсем. 2008 çулта вара ял тăрăхне "Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă пĕрлĕх" ята панă. Кунта ĕçлекенсем те хăйсен хастарлăхĕпе палăраççĕ. Вĕсем йĕркелесе ертсе пынипе ял çыннисем хăйсем пурăнакан тавралăха тирпейлĕ тытаççĕ, йывăç-тĕм лартаççĕ, пурнăçа хăтлăрах тăвас тесе ăнтăлаççĕ. Çак ĕçсем кунта çеç мар, кашни тăрăхрах кирлĕ шайра пулса пыраççĕ. Л.ШУРЯШКИНА.



"Каçал Ен"
19 апреля 2014
15:10
Поделиться