Акара - авăн, хăнара - савăн
Хуçалăхсенче çур аки вăй илсех пырать. Ĕçченсем ăна вăхăтра тата пахалăхлă вĕçлес тесе кашни кунпа туллин усă кураççĕ.
"Труд" ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансем палăртнă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă. Вĕсем нумай çул ỹсекен курăксене, кĕр тыррисене вăхăтра апатлантарчĕç. Унпа пĕрлех ытти ĕçе те вăхăта сая ямасăр пуçăнчĕç.
Паянхи куна хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши курăксене акма пикеннĕ. Ку ĕçе 341 гектар çинче пурнăçланă: çурхи тулă - 66 гектар, сĕлĕ - 97, урпа - 168, пăрçа - 10 гектар. Пĕр çул ỹсекен курăксене хальлĕхе 15 гектар çинче, нумай çул ỹсекен курăксене 30 гектар акнă. Çак культурăна вĕсем 103 гектар çинче çитĕнтерме планлаççĕ. Уй-хирти ĕçченсен тăрăшулăхне палăртса хăвармасăр май çук. Галина Шикарева, Глафира Тумаланова, Владимир Пушкин, Николай Наумов, Николай Андреев, Рифат Салеев, Минсаид Низамов ĕçченсем çур акине хăвăрт вĕçлес тĕллевпе тăрăшаççĕ. Минрамил Алимов тракторист, Юрий Григорьев водитель ĕçе пахалăхлă пурнăçлаççĕ, рейс хыççăн рейс тăваççĕ. Хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксен 433 гектарне, кĕрхи çĕртме лаптăкĕсене 500 гектар сỹреленĕ. Çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăларнă. "Акара - авăн, хăнара - савăн", - тенине тĕпе хурса ĕçлеççĕ Аслăчурачăксемпе Чĕчкенсем.
"Урожай" колхозра та ĕç кал-кал пырать. Апрелĕн 25-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 574 гектар çинче акнă. 330 тонна çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăларнă. Шурутсем 1385 гектар кĕрхи çĕртме лаптăкĕсене сỹреленĕ. "Çĕр улмие мухтав" агрофирмăра çур акине 235 гектар çинче пурнăçланă. "Дружба" ЯХПК-ра çурхи культурăсене 350 гектар, "Рассветра" - 277 гектар, "Победăра" -300, "Луч" хуçалăхра 289 гектар акнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районĕпе пурĕ 4601 гектар çинче акнă. Ку - палăртнин 42 проценчĕ.