Комсомольский муниципальный округ

Мероприятисен программи анлă

2014 çул - Раççейре Культура çулталăкĕ. Çавна май республикăра чылай меро-прияти иртет: конкурссемпе фестивальсем, тĕл пулусем... Музейсенче тĕрлĕ куравсем йĕркелени те паха. Чăваш Республикинчи Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Петровна Меньшикова иртнĕ кунсенче районта пулнă май, ял çыннисемпе тĕл пулса нумай ыйтăва сỹтсе яврĕ, вырăнти музейсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

    - Ирина Петровна, майăн 9-мĕшĕнче çĕршывра пурăнакансем Аслă Çĕнтерỹ уявне паллă тăваççĕ. Чăваш Республикинче мĕнле мероприятисем ирттерме палăртнă?

    - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 69 çул çитет. Çак пысăк та савăнăçлă уява республикăра яланах çỹллĕ шайра йĕркелеççĕ. Асăннă уявпа çыхăннă мероприятисем старт илнĕ те. Вăрçă тата çар тематикине халалланă 2 пин мероприяти иртмелле. Сăмахран, Чăваш Республикинчи Çар мухтавĕн музейĕнче апрелĕн 9-мĕшĕпе майăн 9-мĕшĕччен Аслă Çĕнтерỹ уявĕ тĕлне патриотизмла воспитани уйăхлăхĕ пырать. Çавна май тĕл пулусем, выставкăсем, экскурсисем пулĕç. Майăн 9-мĕшĕнче музейре уçă алăксен кунĕ иртет. Чăваш Енре "Ветеран", "Георгиевская ленточка", "День мира во всем мире", "Чистое окно", "Спасибо вам, ветераны!" тимур проекчĕсем ĕçлени те лайăх. Тата ытти мероприятисемпе те пуян пулĕ уяв. Вĕсемпе тĕплĕнрех ЧР Культура тата архив ĕçĕсен министерствин сайтĕнче паллашма пулать.

     - Культура çулталăкĕ пулнă май республикăра пурăнакансем валли мĕнле мероприятисем йĕркелетĕр? Ачасем, аслисем музейпе туслă-и?

     - "Музейри кану кунĕ" программăпа килĕшỹллĕн, кашни уйăхрах тĕрлĕ куравсем йĕркелетпĕр. Сăмахран, апрелĕн 19-мĕшĕнче православи уявĕсемпе çыхăннă "Благая весть" программа иртрĕ, майăн 17-мĕшĕнче - пионер тата октябренок юхăмĕсемпе çыхăннă "Будь готов! Всегда готов!". Унпа пĕрлех çемьесем валли "Иртнине - çул çỹрев" программа йĕркелени те паха. Вăл кашни уйăхăн виççĕмĕш шăмат кунĕнче иртет. Унта кашниех хутшăнма, музейпе туллин паллашма пултарать. Тĕрлĕ выставкăсем, акцисем иртеççĕ. Вĕренекенсемпе педагогсем, çемьесем хаваспах çỹреççĕ музее. Пĕлмелли, паллашмалли, тавра курăма анлăлатмалли материалсем нумай унта. Килĕр! Эпир сире яланах хавас. Пирĕн адрес: Шупашкар хули, Хĕрлĕ лапам, 5/2. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8(8352) 62-41-24 (приемная), 62-55-66(касса).

    - Республикăра пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Эсир çак пулăма мĕнле хаклатăр?

    - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Спортпа сывлăх кунĕ çинчен" алă пуснă указпа килĕшỹллĕн малашне кашни уйăхрах республикăра сывлăх кунне палăртма йышăннă. Çакă маншăн та, ыттисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак кун çеç мар, паллах, ытти кунсенче те спортпа туслашма вăхăт тупмалла. Спортпа сывлăх кунĕнче вара спорт учреждени-йĕсене кашнийĕшĕн çитмеллех. Кăçал апрелĕн 26-мĕшĕнче, майăн 17-мĕшĕнче, июнĕн 14-мĕшĕнче, июлĕн 26-мĕшĕнче, августăн 9-мĕшĕнче, сентябрĕн 20-мĕшĕнче, октябрĕн 18-мĕшĕнче, ноябрĕн 22-мĕшĕнче, декабрĕн 20-мĕшĕнче спортпа сывлăх кунĕсем иртĕç. Сирĕн районта пурăнакансем унта хаваспах хутшăнасса шанатăп. "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче сывлăха çирĕплетме пĕтĕм услови пур. - Калаçушăн тавах.



"Каçал Ен"
26 апреля 2014
17:55
Поделиться