Комсомольский муниципальный округ

Вăрмансене таса тытар

Чăваш Республикин вăрман фончĕн территорийĕнче Пĕтĕм Раççейри "Таса вăрман" акци мероприятийĕсем малалла пыраççĕ. Республикăри вăрман ĕçченĕсем вăрмансене хыт каяшсенчен, хăрăк йывăçсенчен тасатаççĕ.

Апрелĕн 29-30-мĕшĕсенче ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Шăмăршă лесничествин Палтиелти вăрман участок лесничествинче "Сызрань - Çĕрпỹ" федераллă çул тăрăхĕнче вăрмана хыт каяшсенчен тата хăрăк вут-шанкăран тасатнă.

Ирĕк паман вырăнсенче, автоçулсем тата чукун çулсем хĕрринчи вăрмансенче, ялсен çумĕнче, сад ĕрчетекенсен юлташлăхĕсенче, канмалли вырăнсенче, автомобиль чарăнăвĕсенче строительство юлашкийĕсене, хыт каяшсене, усă курнă кирлĕ мар ытти ăпăр-тапăра çав-çавах пăрахса хăвараççĕ.

Чăваш Енри вăрман ĕрчетекенсем республикăри халăха вăрманта хăйсене йĕркеллĕ тытмалли пирки чĕнсе калаççĕ. Вăрманти тасалăхпа тирпейлĕх пирĕнтен кашнинчен килет. Вăрман çитĕнтерекенсен, ăна сыхлакансен пирĕн тирпейсĕрлĕхе пула канакансем хăварнă тасамарлăха тасатма тивет. Вăрман - пирĕн наци пуянлăхĕ. Ăна упрасси, таса тытасси кашнин тивĕçĕ пулса тăрать.



"Каçал Ен"
08 мая 2014
11:28
Поделиться