Комсомольский муниципальный округ

Черетлĕ лару иртнĕ

Майăн 14-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев ертсе пынипе правăна пăснинчен асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ Обществăлла вырăнсенче çын пурнăçне тата сывлăхне хирĕçле ỹсĕрле тăвакан преступленисене асăрхаттарас енĕпе тăвакан ĕçсем çинчен РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн обществăлла хăрушсăрлăх пайĕн начальникĕ, полици подполковникĕ С.Кокорев каласа панă. Оперативлă лару-тăрăва çирĕплетессине, преступлени тăвассине асăрхаттарассине, тунă преступленисене тупса палăртассине тата уçса парассине лайăхлатас енĕпе обществăлла тата криминогенлă вырăнсенче паянхи техника ыйтăвĕсене тивĕçтерекен программăллă "Безопасный город" аппаратлă комплекс вырнаçтарнă, киввисене çĕнетнĕ. Районта 20 видеосăнав камери ĕçлет. Çак камерăсем пулăшнипе 1 преступлени тунине, административлă право йĕркине пăснине 9 хутчен тупса палăртнă.

    Кăçалхи январь - апрель уйăхĕсенче - 53, пĕлтĕр çак вăхăтра 95 преступлени регистрациленĕ. Кирлĕ йышăнусем тунă пулин те, обществăлла вырăнсенче тăвакан преступленисен шучĕ çав-çавах пысăк. Çакăн пек преступленисем тăвасси Комсомольски, Тукай, Хирти Сĕнтĕр, Урмаел, Элпуç, Александровка ял тăрăхĕсен территорийĕсенче ỹссе пырать. Çулталăк пуçламăшĕнчен район территорийĕнче обществăлла йĕркелĕхе тата хăрушсăрлăха массăллăн пăсни пулман. Комисси членĕсем ỹсĕрле тăвакан преступленисене асăрхаттарас ыйтăва та пăхса тухнă. Çавăн евĕр преступленисем тăвасси 35 процент чакнă.

    Ачасен тата çул çитмен çамрăксен канăвне йĕркелесси пирки районти вĕренỹ уйрăмĕн начальникĕ Н.Максимов каласа панă. Кăçал районти шкулсенче ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьсем уçма палăртнă. 20 лагерьте 723 вĕренекен сывлăхне лайăхлатĕ, профиллĕ 3 лагерьте 113 ача канĕ, ĕçпе кану 11 лагерĕнче 170 вĕренекен тăрăшĕ. Профильлĕ лагерьсем экологи, спорт тата краеведени енĕпе ĕçлĕç. Шкул çумĕнчи лагерьсене районĕпе пурĕ 1008 вĕренекен çỹрĕ, вĕсем валли 1524,1 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Вĕренекенсен тата йывăр лару-тăрури ачасен канăвне хула тулашĕнчи, палатка лагерьсенче йĕркелессин, вĕсен сывлăхне çирĕплетессин ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăнă Н.Максимов.

     Асăннă ыйтăва сỹтсе явма халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Г.Воронова та хутшăннă. Кăçал çуллахи каникул кунĕсенче 14 - 18 çулсенчи 484 çамрăка вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме палăртнă. Çакăн валли республика бюджетĕнчен 394200 тенкĕлĕх субсиди уйăрнă. Паянхи куна организацисемпе тата ял поселенийĕсен администрацийĕсемпе 185 ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме 14 килĕшỹ çырнă. Çак тапхăрта вĕренỹрен пушă çул çитмен 161 çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Суд тенкелĕ çине лартса явап тыттарнă, ирĕкрех юлнă çынсене тата 2011 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнчи 64 номерлĕ федераллă саккунпа килĕшỹллĕн тĕрмерен таврăннисене асăрхаса тăрасси тата вĕсене йĕркеллĕ пурнăçа таврăнма пулăшасси пирки профилактика комиссийĕн секретарĕ С.Долгова каласа панă. Çак ыйтăва пă-хса тухма халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Г.Воронова, Хырхĕрри ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Воробьев тата Комсомольски ял поселени администрацийĕн специалисчĕ Е.Зайкова хутшăннă. Ирĕке тухнисене социаллă пурнăçăн çĕнĕлле условийĕсенче пурăнма вĕрентес ыйтусене профилактика совечĕн тата комиссийĕн ларăвĕсенче кашни кварталтах пăхса тухаççĕ.

                                                                                                                                                                                                                                     Н.РОЗОВА



"Каçал Ен"
17 мая 2014
11:31
Поделиться