Комсомольский муниципальный округ

Вăхăтпа пĕлсе усă курăр

Вырăс чĕлхи предмечĕпе экзамен тытма 3 сехет те 30 минут уйăраççĕ. Çак вăхăтра ытларах задани пурнăçлама тăрăшмалла. Сăмахран, пĕрремĕш пая 30 задание кĕртнĕ. Вĕсене пурнăçлама вăтамран 1-3 минут уйăрмалла. Иккĕмĕш пайра - 8 задани. Вĕсене шутлама 3-7 минут çителĕклĕ.

Виççĕмĕш пая кĕртнĕ задание пурнăçлама пĕр сехет çурă вăхăт кирлĕ. Енчен те эсир хăш-пĕр заданисен хуравĕсене пĕлместĕр пулсассăн, вĕсене каяраха хăварма та юрать. Шутлама аппаланса ларни вăхăта сая яни çеç. Задание пурнăçличчен ăна чи малтан тĕплĕн вуласа тухăр. Унтан çеç ĕçе пуçăнăр.

Сочинение асăннă темăпа мар, вуласа тухнă текст тăрăх çырăр, проблемăсене уçса парăр, аргументласа кăтартăр. Çырнă сочинени виçĕ пайран тăмалла. Çырса хатĕрленĕ заданисене хуравсен бланкĕ çине куçарма ан манăр.

Экзаменăн 1-мĕш тата 2-мĕш пайĕсене тĕрĕс пурнăçланăшăн кашни хуравшăн 1 балл параççĕ, В8 задание пурнăçланăшăн вĕренекен 0-4 бала тивĕçет. Виççĕмĕш пайри ĕçсене пĕтĕмпех тĕрĕс тунăшăн вĕренекен пĕлĕвне 23 балпа хаклаççĕ. Сочинение ятарлă икĕ эксперт тĕрĕслет. Алла аттестат илме 38 балран кая мар пулмалла.



"Каçал Ен"
24 мая 2014
08:50
Поделиться