Комсомольский муниципальный округ

Координаци канашĕ иртнĕ

Июнĕн 9-мĕшĕнче районти право хуралĕн органĕсен ертỹçисен координаци канашлăвĕ иртнĕ. Унта хутшăннисем - район прокурорĕн пулăшаканĕ С.В. Валерьянов, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ А.Г. Ефремов, районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви пайĕн ертỹçин çумĕ Р.Р. Селимзянов тата район администрацийĕн специалисчĕсем - терроризма тата экстремизма хирĕçлес ыйтусене пăхса тухнă, кирлĕ йышăнусем тунă. Çавăн пекех пухăннисем районти шалти ĕçсен пайĕн, миграци службин, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, терроризмпа экстремизма хирĕçлес енĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçланипе паллашнă. Çак ыйту паян питĕ çивĕч. Çавăнпа та кирлĕ йышăнусем туни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Тăтăшах тĕрĕслевсем йĕркелени те пысăк витĕм кỹмелле.



"Каçал Ен"
18 июня 2014
11:37
Поделиться