Комсомольский муниципальный округ

Палăк умне чечексем хунă

Историре 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ чи хурлăхлă кун шутланать. Çак кун, ир-ирех, 1418 кунпа çĕре пынă, 27 млн çын пурнăçне шелсĕр татнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Хальхи вăхăтра июнĕн 22-мĕшĕ - Асăнупа хурлану кунĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев çак кун районти палăк умне чечексем хунă. Церемоние Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕ Ревокат Прохорович Моисеев, район администрацийĕнче ĕçлекенсем, тĕрлĕрен организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем хутшăннă. Палăк умне пуçтарăннисем пурнăçне шеллемесĕр Тăван çĕршыва хỹтĕлесе пуç хунисене пĕр минут шăп тăрса аса илнĕ.



"Каçал Ен"
25 июня 2014
12:34
Поделиться