Уяв иртнĕ
Раççей çамрăкĕсем июнĕн 27-мĕшĕнче çамрăксен кунне уявларĕç. Çак ятпа районта та кашни çулах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тăрăшаççĕ. Кăçал вара, çанталăк йĕпе-сапаллă пулнăран-ши, уява çамрăксем сахалăн пухăнчĕç. Юрлакансене алă çупса тав тăвакансем пулмарĕç тесен те юрать. Апла пулин те пухăннисене район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, вĕренỹ пайĕн спорт тата çамрăксен ĕçĕсен сектор заведующийĕ Юрий Боровков уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕç. Çамрăксен кунĕнче юрри-ташши те, конкурсĕсем те нумай пулчĕç. Савăнаканнисем, конкурса хутшăнас текенсем йышлах пулмарĕç. Уяв программине дискотекăпа тата салютпа вĕçлерĕç.