Комсомольский муниципальный округ

Гастелло евĕр хăюллă летчик

Хаяр вăрçă сĕмсĕррĕн алхасрĕ,

Çăтрĕ çут куççуль хура тăпра.

Çĕр-аннемĕр, эс епле-ши тỹсрĕн?

Çĕнтерỹçĕ, чыс, мухтав сана!

Гастелло капитан паттăрлăхĕ пирки Информбюро 1941 çулхи июнĕн 5-мĕ-шĕнче çапларах пĕлтернĕ: "Самолетăн бензин бакне тăшман персе шăтарсан хăюллă командир çухалса кайман. Вăл хăйĕн çунакан бомбардировщикне тăшманăн механизациленĕ колонни çине тĕллесе тытнă. Хăюллă командирăн самолечĕпе пĕрле нимĕçсен машинисемпе бензин цистернисем те сирпĕннĕ. Гастелло Тăван çĕршыва чунтан парăннине сăмахпа мар, паттăрла ĕçĕпе çирĕплетрĕ".

Пирĕн хăюллă ентешĕмĕр Николай Владимирович Будаков летчик-штурмовик 1944 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче тăшман эшелонĕсене хăйĕн çунакан самолечĕпе çапса аркатса Николай Гастелло паттăрлăхне тепĕр хут тума пултарнă. Çак ĕç Витебск облаçĕнчи Боровука текен ялта пулса иртнĕ. Николай 1912 çулта Александровка ялĕнче çуралнă. Комсомольскинчи вăтам шкула вĕренсе тухнă хыççăн вăл летчиксем хатĕрлекен çар шкулне çул тытать. Вăрçă пуçланнă вăхăтра арçын 29 çулта пулнă. Çамрăк çыннăн юнĕ те хĕрỹ çав. Харсăрскер, вăрçа та хăй ирĕкĕпех каять. Сахал мар паттăрлăх кăтартнă хăрушă вăрçă хирĕнче пирĕн ентешĕмĕр. Хăюллă салтака 1942 çулта "Хĕрлĕ Çăлтăр" тата 1943 çулта Отечественнăй вăрçă пĕрремĕш степеньлĕ орденĕсемпе чыслаççĕ.

Унăн ячĕпе тăван тăрăхĕнче палăк самолет лартнă. Айккинче Н.Будаковпа экипажри тепĕр юлташĕн Ефименко бюсчĕсем вырнаçнă

Июлĕн 3-мĕшĕнче Николай Будаков паттăрлăх кăтартнăранпа 70 çул çитрĕ. Анчах çак кун çинчен унăн тăван ялĕнче, районта астумаççĕ пулас. Ăна асăнса лартнă палăк умне пĕр çеçке те, чечек кăшăлĕ те выртмарĕ... Паттăрсем хăйсем вилсессĕн те вĕсен чаплă ĕçĕсем халăх асĕнчен нихăçан та ан тухчăр!



"Каçал Ен"
05 июля 2014
07:00
Поделиться