Комсомольский муниципальный округ

Преступленисен шучĕ чакнă

 2014 çулхи çур çул хыçала юлчĕ, пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетмелли вăхăт çитрĕ. Июлĕн 10-мĕшĕнче РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" пайĕнче тăрăшакансем 2014 çулăн çур çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Мероприятие ЧР ШĔМĕн штаб начальникĕ Александр Кожемяков, Комсомольски районĕн прокурорĕ В.Николаев тата ыттисем хутшăннă.

   РФ муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" пай начальникĕ Г.Кокшин çур çулхи кăтартусемпе паллаштарнă. Январь - июнь уйăхĕсенче икĕ районта 135 преступлени регистрациленĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 44,7 процент сахалрах. Çав шутра Комсомольски районĕнче 73 (пĕлтĕр 191) преступлени шута илнĕ, Елчĕк районĕнче - 62 преступлени (пĕлтĕр - 53). Палăртнă тапхăрта мĕнле преступлени шучĕ пĕчĕкленнĕ-ха? Çын пурлăхне вăрланă тĕслĕх сахалланнă: 54-ран 39 таран.

    Обществăлла вырăнсенче тунă преступленисем иртнĕ çулхи 6 уйăхри кăтартуран пысăкрах. Сăмахран, обществăлла вырăнсенче 27 преступлени (пĕлтĕр 18) тунă. Урамра кăçал 17 преступлени регистрациленĕ, пĕлтĕр 14 пулнă. Кунта çакна та палăртса хăвармалла: Чăваш Енпе пĕтĕмĕшле илес пулсассăн, обществăлла вырăнсенче преступлени тунă фактсем ỹссе пыни палăрать.

    Çул çитмен çамрăксем кăçал 3 преступлени тунă. Пĕлтĕрхи кăтарту - 4. Районти шалти ĕçсен пайĕнче 36 ача учетра тăрать. Ачасем обществăлла вырăнсенче ỹсĕр тата çĕрле çỹренĕшĕн ачисемпе ашшĕ-амăшĕсен тĕлĕшпе 56 административлă протокол çырнă. "Условник", Подросток" профилактика мероприятийĕсем, "Полици тата ачасем" акци йĕркелени, калаçусем ирттерни уйрăмах пысăк витĕм кỹрет.

   Çур çулта çул-йĕр çинчи аварисен шучĕ ỹсни те сисчĕвлентерет. Кăçал пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан районта 3 авари ытларах пулнă. 6 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 14 çын аманнă. Пĕр тĕслĕхĕнче водитель ỹсĕр пулни инкек патне илсе çитернĕ. Çавăн пекех руль ỹмне ỹсĕр ларакансем те пур-ха, кăçал 70 водителе тытса чарнă, явап тыттарнă. Çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсем тĕлĕшпе 2163 административлă протокол çырнă, хальлĕхе 3780864 тенкĕ шыраса илнĕ.

   Экономика сферинчи преступленисен шучĕ кăçал самаях чакнă (пĕлтĕр - 128, кăçал - 23). Ĕçченсем районта коррупципе çыхăннă 2 преступление уçса панă.



"Каçал Ен"
16 июля 2014
14:06
Поделиться