Вĕренме май пур
2014 çулхи январь - июнь уйăхĕсенче районти ĕçпе тивĕçтерекен центр 45 çынна хушма професси илме вĕренме янă. Вĕсенчен 35-шĕ - ĕçсĕр, 3-шĕ пенсионер тата 3 çула çитмен ачасене хĕрарăм.
13 çын ПЭВМ операторĕ пулма вĕреннĕ, 3-шер çын парикмахер тата тракторист-машинист профессисене алла илнĕ, 5-шĕ - "1С. Торговый учет" тата "1С. Предприятие" вĕреннĕ. Ыттисем хуралçа (1), "В" категориллĕ водителе (2), маникюра (2), бухгалтера (1), пĕчĕк бизнес йĕркелỹçине (1), хурт-хăмăрçăна (1), электрогазосварщика (1), газ хуçалăхĕн слесарьне (1), котельнăй операторне (2) вĕренсе тухнă. Çитес вăхăтра ĕçсĕр граждансем "1С. Предприятие", В, С категориллĕ тракториста вĕренме пултараççĕ. 3 çула çитмен ачасене пăхакан хĕрарăмсен "Портной", "Повар-кондитер", "1С. Предприятие" тата ытти профессисене вĕренме май пур. Вĕренес кăмăллисене, хушма професси илес текенсене районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта кĕтетпĕр. Пирĕн адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29 çурт, ыйтса пĕлмелли телефон - 5-13-79.