Комсомольский муниципальный округ

Био-юлашкисене утилизацилесси

Вилнĕ выльăх юлашкийĕсем çĕрни чир тухас хăрушлăх кăларса тăратнине кашниех ăнланма тивĕç. Анчах та выльăх-чĕрлĕхе пуснă хыççăн шăммисене, пуçĕсене, урисене, пыршисене, тирĕсене ферма территорийĕнче, çырма таврашĕнче е вăрманта пăрахса хăварнă тĕслĕх сахал мар.

Акă пĕлтĕр Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем тĕрĕслев вăхăтĕнче Елчĕкри пĕр хуçалăхăн ферма территорийĕнче сыснасен виллисене уçă вырăнта асăрханă. Кунашкал йĕркесĕрлĕхшĕн ял хуçалăх предприятине 3 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Сăмах май, паянхи кун çакăншăн хуçалăх председательне 20 пинрен пуçласа 40 пин тенкĕ таран штрафланă пулĕччĕç. Асăннă хуçалăхра инспекторсем çулталăк пуçламăшĕнче пулнă, август уйăхĕнче вара штрафсем палăрмаллах ỹсрĕç. Халĕ предпринимательсенчен - 40-50, юридици сăпатĕнчисенчен 500-700 пин тенкĕ таранах штраф шыраса илме ирĕк пур.

Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел салинчен 2 çухрăмра вырнаçнă вăрманта био-юлашкисен (кунта чĕр чунсен тата кайăксен виллисене, вилĕ çуралнисене, ветеринари конфискачĕсене тата ыттине кĕртеççĕ) купи пурри пирки пĕлтерчĕç. Унта, чăнах та, мăйракаллă шултра выльăхăн çĕрме тытăннă пуçĕсем, шăммисем, урисем унта та кунта йăваланса выртнă. Инфекци чирĕсем пуррине палăртма пробăсем илнĕ, паллах. Хăрушă чир паллисем пулманнине лаборатори тĕпчевĕсем çирĕплетнĕ хыççăн районти ветстанци ĕçченĕсем асăннă купана утилизацилессине йĕркеленĕ. Самай пысăк купанах тĕп тума тивнĕ пулин те никама та явап тыттарма май килмен. Хуçине тупса палăртайман. Био-юлашкисене ятарлă машинăсемпе Çĕрпỹри ветсанутильзаводне илсе кайнă.

Палăртмалла, çак завод республикăра био-юлашкисене утилизацилекен пĕртен-пĕр завод. Эппин, унти ĕçченсем чир-чĕр тухассине тата сарăлассине сирес енĕпе пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Вăл 1978 çултанпа ĕçлет. Унччен выльăх виллисене ятарлă вырăнсенче (выльăх масарĕ е био-шăтăксенче) утилизациленĕ. Чăваш Республикинче 830 выльăх масарĕ, вĕсенчен 398-шĕ - Çĕпĕр язвипе чирленĕ выльăха пытарнисем. Асăрхăр, вĕсем пурте хупă, унта пытарма кăна мар, хăть мĕнле çĕр ĕçĕ те пурнăçлама юрамасть. Кĕтỹ çỹретме чарнине те манар мар.

Завод вара выльăхсем мĕнле сăлтавпа вилнине пăхмасăрах йышăнать. Çавăнпа та вĕсене тирпейленĕ тата утилизациленĕ чухне ветеринарипе санитари правилисене питĕ çирĕп пăхăнмалла. Анчах та çитменлĕхсем куçа тăрăннă.

Кĕмелли вырăнтанах пуçлар: дезбарьерсем пур, анчах та унти дезинфекци шĕвекне улăштарман. Холодильник вырăнĕ туллин ĕçлеймест. Унта вара тирпейлемен чĕр-тавара дезинфекци умĕн вырнаçтараççĕ. Сиенсĕрлетмен чĕр тавара тирпейленĕ продукципе уйрăм тытма условисем çук.

Заводăн ăнăçсăр зони текен вырăн санитари йĕркипе килĕшсе тăмасть, тирпейлемен шăмăсене уçă çĕртех вырттарнă.

Производство корпусĕнчи ăнăçсăр склад текен вырăн та ветеринарипе санитари тĕлĕшĕнчен лайăх мар лару-тăрура, дезинфекцие кирлĕ шайра туман.

Ку таранччен пĕр юсав ĕçĕсемсĕр ĕçленĕ заводра юсав ирттермелли каламасăрах паллă. Тепĕр хапха (алăк) лартмалли те куç кĕрет. Мĕншĕн тесен тин илсе килекен чĕр тавар та, сиенсĕрлетнĕ хатĕр продукци те пĕр хапха урлах тухать.

Завода реконструкцилемеллисĕр тасатакан сооруженисене тата производство пỹлĕмĕсене юсаса тĕпрен çĕнетнисĕр, территорие хăтлăх кĕртнисĕр пуçне паянхи кунпа килĕшсе тăракан техникăпа тивĕçтерес ыйту çивĕч. Республикăшăн завод, чăнах та, пысăк пĕлтерĕшлĕ ветеринари объекчĕ пулнă май, асăннă çитменлĕхсене пĕтерме укçа-тенкĕ уйăрасса шанас килет. Чăваш Енре 2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси пирки калакан программăна "Чăваш Республикинче ветеринарине аталантарасси" çумпрограмма кĕртнĕ. Унта вара ветеринари учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине тĕревлетессипе, Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин учрежденийĕсене хальхи вăхăтпа килĕшсе тăракан ветеринари оборудованийĕпе пуянлатассипе çыхăннă мероприятисем пирки калани пур. Асăннă завод шăпах Патшалăх ветслужбăна пăхăнса тăрать.

Выльăх-чĕрлĕх хуçисен çак самантсене асра тытмалла: выльăх вилсен талăк хушшинче вырăнти ветеринари специалистне пĕлтермелле. Вăл ăна утилизацилемеллине е тĕп тумаллине палăртать. Кун пирки пĕлтерменнишĕн административлă майпа явап тыттараççĕ.



"Каçал Ен"
23 июля 2014
14:25
Поделиться