Канашлăва хутшăннă
Июлĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа Раççей çыхăну ĕçченĕсен профсоюз председателĕ Анатолий Назейкин пулнă. Вăл ертсе пынипе Шупашкарта анлă канашлу иртнĕ. Унта ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, "Чувашрессовпроф" профсоюзсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Анатолий Коршунов, республикăри çыхăну предприятийĕсен ертỹçисем хутшăннă.
Анатолий Назейкин Чăваш Республикине килсе çитнин тĕллевĕ - хумхантаракан ыйтусене татса парасси. Кунта чи малтанах çыхăну отраслĕнче ĕçлекенсен ĕç укçине ỹстересси, хутшăнусене çирĕплетесси.
Паянхи куна çыхăну отраслĕнче 5 пине яхăн çын тăрăшать. Вĕсен уйăхри вăтам шалăвĕ - 19 пине яхăн. Вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 5,3 процент нумайрах. Организацисен тавар çаврăнăшĕ 3949,7 млн тенкĕпе танлашнă.
Валентина Андреева ĕç паракансем тата ĕçлекенсем хушшинче массăллă информаци хатĕрĕсем пысăк вырăн йышăннине палăртса хăварнă.
- Пире пурне те тăтăшах тĕл пулса калаçни кирлĕ, татса паман ыйтусен хуравĕсене пĕрле тупмалла, - тенĕ министр.
2014 çулхи иккĕмĕш çур çул валли малтанхи тапхăрти çырăнтарăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă. Республика тата район хаçачĕсемпе журналĕсене пурĕ 139,5 пин экземпляр çырăннă, çакă 2013 çулхинчен 0,1 процент сахалрах. Альтернатива çырăнтарăвне йĕркелени пысăк витĕм кỹнĕ. Ăна пула малтанхи кăтартусене сыхласа хăварма май килнĕ. Юлашкинчен Анатолий Назейкин профсоюз членĕсене патшалăх наградисене парса чысланă.