"112" система хута каймалла
2014 çул вĕçне Чăваш Ен муниципалитечĕсене Пĕрлĕхлĕ дежурнăй диспетчер службисене "112" системăна ĕçлеттерме ятарлă оборудованисемпе тивĕçтерме сĕннĕ. Кун пирки Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ пĕлтернĕ.
"112" система Чăваш Республикинче пĕтĕмпех 2017 çулччен ĕçлесе каймалла. Паян, "112" номерпе шăнкăравласан абонент тỹрех хăй пурăнакан районти Пĕрлехи дежурнăй диспетчер службине лекет.
Шăнкăравсене йышăнакан Чăваш Енри центра 2015 çулхи 4-мĕш кварталта туса пĕтереççĕ. Асăннă центр "112" номер шăнкăравĕсене йышăнĕ.
Аса илтеретпĕр, "112" - Раççей Федерацийĕнчи васкавлă службăсене шăнкăравласа тухма май паракан система тата пĕрлехи номер шутланать. Сăмахран, пушар тухсан, çул çинче инкеке лексен тата ытти чрезвычайлă луру-тăрура "112" номерпе шăнкăравласан специалист квалификациллĕ пулăшу парĕ. Дежурнăй операторăн çийĕнчех инкек пулнă вырăна васкавлă пулăшăва, полицие, пушар сỹнтерекен службăна ямалла.
Карас телефон çинче укçа çук чухне те, SIM-карта ĕçлемесессĕн те "112" номерпе шăнкăравлама пулать.