Комсомольский муниципальный округ

Юрласа, ташласа савăнтăмăр

Çĕнĕ Мăратри "Шурăмпуç" халăх фольклор ансамблĕ нумаях пулмасть Чулхула облаçĕнчи Богородск хулинче Пĕтĕм халăхсен "Хрустальный ключ" 10-мĕш юбилей фестивалĕнче пулчĕ. Асăннă фестивале çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансем çеç мар, ют çĕршывран та килсе çитнĕ. Мари Элтан, Пушкăрстан Республикинчен, Беларуçран, Саратов, Архангельск, Чулхула облаçĕсенчен килсе çитнĕ фольклор ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе паллаштарчĕç.

Хула урамĕсемпе утнă май халăх юррисене шăрантартăмăр. Эпир куракансене чăваш халăх юрри-ташшипе тĕлĕнтертĕмĕр. Богородск хули çывăхĕнчи Сартаково салине çитсен юмах тĕнчине лекнĕнех туйăнчĕ. Кунта килекен хăнасене ăшшăн кĕтсе илнипе пĕрлех вырăнти культура объекчĕсемпе, паллă вырăнсемпе хапăлласах паллаштараççĕ. Эпир çветтуй Владимир княç çăл куçĕ патĕнче пулса куртăмăр, музее çитрĕмĕр. Урамсенче пурте пĕрле юрласа савăнтăмăр.

Тарават вырăс çĕрĕ тĕрлĕ халăх çыннисене пĕр çемьене пухрĕ. Уява йĕркелекенĕ - Сартаково салинче çуралса ỹснĕ Владимир Николаевич Исайчев. Вăл тăрăшнипе çак сала тĕпрен çĕнелсе çĕкленнĕ. Пирĕн те пурăнакан вырăна, ялсене, урамсене тирпей-илем кĕртесчĕ.

Эпир, "Шурăмпуç" халăх фольклор ансамбльне çỹрекенсем, фестивале хутшăнма май килнĕшĕн, Чулхула облаçне çитсе курма май туса панăшăн ентеше, Тукай ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Сергей Никитина тав тăватпăр. Унпа пĕрлех фольклор ансамблĕнче юрлакансене - Владимир Моторина, Евгений Басникова, Иосиф Ильина - фестивале кайса килнĕшĕн тав тăватăп.



"Каçал Ен"
06 августа 2014
11:03
Поделиться