Спорт тусĕсен кунĕ
Пирĕн районти чылай çыннăн пурнăçĕнче физкультурăпа спорт юлашки вырăн йышăнмасть. Вĕсем яланах хăйсен сывлăхне упрас тĕллевпе е утаççĕ-чупаççĕ, е шывра ишеççĕ, йĕлтĕрпе-конькипе ярăнаççĕ, кĕрешеççĕ тата ытти те. Çавăнпа та физкультурниксен кунне вĕсем хăйсен уявĕ тесех шутлаççĕ.
Августăн 9-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСК стадионĕнче Физкультурник кунне халалланă спорт уявĕ иртрĕ. Савăнăçлă мероприятие Комсомольски районĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Евгений Карпеевпа Михаил Афанасьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов спортсменсене салам сăмахĕсем каласа, ăнăçу сунса уçрĕç.
Физкультурник тата Сывлăх кунĕ тĕрлĕ ăмăртусемпе пуян пулчĕ, спортсменсен тата куракансен асĕнче юлчĕ. Кунта пурте - пĕчĕккисенчен пуçласа ветерансем таранах - хăйĕн çивĕчлĕхне, вăйне, пултарулăхне тĕрĕслеме, ыттисемпе тупăшма пултарчĕç. Кашниех хăйĕн кăмăлне каякан спорт вăййине хутшăнайрĕ. Пĕр вăхăтрах тĕрлĕ площадкăсенче мини-футбол, пляж волейболĕн, чушка, шашка вăййисем пычĕç, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пневматикăлла винтовкăран персе ăмăртрĕç. Çавăнпа та судьясен те çине тăрсах ĕçлеме, кашнин пултарулăхне хак пама тиврĕ.
Мини-футболра Комсомольскинчи "Кĕтне" команда пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ, иккĕмĕшсем те Каçалсемех, 1-мĕш вăтам шкул. Виççĕмĕш вырăна "Луч" хуçалăхран килнĕ вăйăçсем йышăнчĕç. Пляж волейболĕнче вара арçынсенчен райадминистрацин команди (В.Лисицынпа Ю.Боровков), хĕрсенчен Кайнлăк ял тăрăхĕнчен килнĕ "Турхан" ушкăн (О.Валетова, Л.Миронова) чи пултаруллисем пулчĕç. Çăмăл атлетикăра та çаврăнăçуллисем палăрчĕç. 100 метрлă, 400 метрлă дистанцисенче Асанкассинчи М.Карсуновăпа С.Школьникова, Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнчи В.Барко никама хăйсенчен ирттермерĕç, пĕрремĕш - виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. В.Баркопа М.Карсунова тăршшĕне сикессинче те çĕнтерчĕç, 1-2 вырăнсене йышăнчĕç, виççĕмĕшĕнче Çĕнĕ Мăратри А.Иванова пулчĕ. Ар-çынсенчен вара спортăн çак тĕсĕсенче Д.Зинатуллин, М.Иванов, М.Карпов, А.Мартынов, Э.Иванов, С.Курицын çĕнтерỹ-çĕсен йышне лекрĕç. Ветерансем те çамрăксемпе тан ăмăртусене хутшăнаççĕ, çивĕчлĕхне çухатма шутламаççĕ те. Çакна чупса, шывра ишсе, чушкăлла выляса Р.Сапожникова, Т.Волкова, Р.Мансуров, В.Калашников, Н.Волков, А.Давыдов, А.Самаркин, А.Горбунов, В.Гладков, В.Пундяков, В.Тихонов, А.Петров çирĕплетсе пачĕç. Юлашкинчен çамрăксемпе ветерансем хушшинче юлташла мини-футбол матчĕ иртрĕ. Унта, пенальти тапса кĕртсе, çамрăксем çĕнтерчĕç. Тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухнисене уяв йĕркелỹçисем Дипломсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.
Этемшĕн чи пысăк парне вара, ман шутпа, сывлăх çирĕп пулни. Çак парнене эпир кашниех хăйне хăй куллен-кун парнелеме тивĕçлĕ.